2025 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа апрелĕн 5-мĕшĕччен Уфа хулинче Пӗтӗм тӗнчери XXIII Макаренко форумĕ тата "Раҫҫей – тӗнчери пӗрремӗш агропромышленноҫ патшалӑхӗ: шкул – хуҫалӑх, агрошкул тата агроклассен пĕлтерĕшӗ" конкурс иртнӗ.
Макаренко форумне 2003 ҫулта А.С. Макаренко юбилейне 115 ҫул ҫитнине паллӑ туса хатӗрленӗ. 2018 ҫулта мероприятие "Пӗтӗм тӗнчери Макаренко форумӗ" ят панӑ.
Пушкӑрт Республикипе çав конкурсра Хушăлкари вăтам шкулăн биологипе хими учителӗ Н.Е. Васильева ертсе пынипе "Колос надежды" агропĕрлешÿ шкул команди паллаштарнă.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, команда конкурс призерӗ пулса тӑнă (II-мĕш вырӑн). Ачасем асăнмалăх парнесем, грамотӑсем тата чи пысӑк парне – шкул валли теплица илсе килнĕ.
"Колос надежды" агропĕрлешÿ командине тата Надежда Евдокимовнана конкурсра ҫӗнтернĕ ятпа саламлатпӑр! Агронаправлени аталанӑвӗнче малашнехи ҫитӗнӳсем сунатпӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public202011028