Районти ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫурхи уй-хир ӗҫӗсен тулли ярӑмне ирттерме тытӑннă.
Ку эрнере сӗлӗ акма чи малтан, апрелĕн 18-мӗшӗнчех ака умĕнхи хатӗрленӳ ĕçĕсене ирттернӗ Демски ялӗнчи Азат Тагирович Миниахметов хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн механизаторӗсем харӑссӑн тухнă. Ҫав кунах вӗсем техника культурине — хӗвелҫаврӑнӑшне те акма пуçланă. Кӳршӗри уйсенче Калинин ячӗллĕ АП комплексӗсем ҫурхи тулӑ акаҫҫӗ. Сӗлӗ акма "Дема" ООО Аит ҫӗр ӗҫченӗсем те тухнă. Нӳр тытнӑ хыҫҫӑн ака умĕнхи хатӗрленӳ А.Т. Миниахметовăн КФХ, А. П. Трофимовăн КФХ, А. Н. Милютинăн КФХ, "Марс" ОООра, "Дема" ОООра, С.Юлаев ячӗллӗ СПКра, Киров ячӗллӗ СПКра тата "Родник" Агрофирма ОООра активлӑн та йӗркеллӗн иртнӗ. Кӗрхи культурӑсене минераллӑ удобренисемпе "Агро-7" ОООра, Киров ячӗллӗ СПКра, "Марс" ОООра, Калинин ячӗллĕ АПра, А.П.Трофимовăн КФХ, Н.А. Коваленко КФХ, Г. Г. Закееван КФХ лайӑх апатлантарнă. Ҫурхи уяр кунсем пирӗн аграрисене васкатаҫҫӗ. Вӗсен камран тĕслĕх илмелли те пур.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.