Район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов районти ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем мӗнле пыни ҫинчен каласа панă:
- Районти ял хуҫалӑх предприятийӗсене чылайăшне пăхса тухрăмăр. Ертÿçĕсемпе калаçрăмăр та ҫурхи уй-хир ӗҫсем мĕнле пынипе паллашрăмăр. Ҫураки хӗрсе пырать. Ӗнтӗ 51% ытла лаптӑка акнӑ.
Районти мĕнпур аграрие ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме, пур ӗҫе те вӑхӑтра туса пыма, техника ан вантăр тата ҫанталӑк ан пӑсӑлтӑр тесе сунатӑп. Мĕнех, ҫурхи уй-хир ӗҫӗсен пӗтӗмлетӗвӗсене тата чи лайӑх механизаторсене чыслассине Акатуйĕнче ирттерӗпӗр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Артур Зариповăн социаллă сетьри страницинчен.