Комисси уй-хирпе çурхи суха ӗҫӗсем ирттернӗ чухнехи чи лайӑх хуҫалӑхсене палӑртнă.
Районта ҫӗр ӗҫченӗсем ытларах ҫураки ӗҫӗсен пӗтӗм комплексне вӗҫленĕ. Районти Акатуй-2025 умĕн ырӑ йӑлапа - ял хуҫалӑх управленийӗн ӗҫ комиссийӗ виҫӗ кун тăршшĕ тырӑ, техника, суха тата выльӑх апачлĕх культурисем вырнаҫнӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсен уй-хирӗсенче пулнă. Ялхуҫалӑх управленийӗн тӗп специалисчӗсем Пишпÿлек район аграрийӗсем ирттернĕ ӗҫсен калӑпӑшӗсен пахалӑхне малтанах туса хатӗрленӗ системӑпа тата ытларах ял хуҫалӑх культурисен калчисем мӗнле пулнине шута илсе чи лайӑх хуҫалӑхсене палӑртнӑ.
Комисси ĕҫ пӗтӗмлетӗвӗсене пăхса гран-прине чи лайӑх кӑтартусем тунӑ Киров ячĕллĕ СПКна панӑ. Ку хуҫалӑхра калчасем - кӗрхи те, ҫурхи те, ҫавӑн пекех пӗр ҫул ӳсекен курӑклӑ выльӑх апачӗн культурисем те лайӑх шайра. Акнӑ чухне кунта кашни гектар пуҫне минераллӑ удобрени ҫителӗклӗ хывнӑ. Пӗрремӗш вырӑна виçĕ хуҫалӑх — Калинин ячеллĕ АП ООО, «Марс» ООО, КФХ А.Н. Милютин тивӗҫнӗ, вĕсен пур культура та туслӑ калча панӑ. Иккӗмӗш вырӑн — «Родник» ООО, «Урожай» ООО, КФХ Р.Т. Ямалтдинов. Виҫҫӗмӗш вырӑн — «Дема» ООО, КФХ Р.М. Арсланов, КФХ А. Т. Миниахметов, КФХ М.В. Турленко. Район Акатуйĕнче ҫак хуҫалӑхсене дипломсемпе тата хаклӑ парнесемпе наградӑлӗҫ.
Ҫавӑн пекех ытти хуҫалӑхсен калчисем те лайӑх: ку КФХ Г. Г. Закеева, «Нива» ООО, КФХ С.В. Антонов, КФХ А.П. Трофимов.
Ҫапла вара, пулас тухăç никĕсне хывас тӗп тӗллеве пирӗн аграрисем начар мар пурнăçланӑ теме пулать. Вӗсене ҫуркунне пуҫламӑшӗнче те, час-часах ҫумӑр ҫунса ҫанталӑк та пулӑшрӗ. Тӑпрара ӳсентӑран ӳсме кирлӗ нӳрӗк пур тата ӑшӑ ҫанталăк тӑрать. Халӗ хуҫалӑхсен каярах акмалли культурӑсене, хуратулпа силос валли куккуруса акса пӗтерессине, ҫавӑн пекех калчасене пӑхса тухассине — минераллӑ удобренисемпе апатлантарассине, ҫумкурӑксенчен пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗн имҫамлассине, «симӗс вырмана» хатӗрленессине палӑртмалла.