«Родник» Агрофирмӑри район семинарӗ аграрисемшӗн опытпа тата пӗлӳпе ылмашӑнмалли пӗлтерӗшлӗ площадка пулса тӑнă.
Ҫӗр ӗҫченӗсемшӗн яваплӑ та хӗрӳ вырма вӑхӑчӗ ҫитрӗ. Тырпул пухса кӗртнӗ вӑхӑтра пулас ырлӑх никӗсне хывмалла — кӗрхи тырӑсене вӑхӑтра акмалла. Ҫак ҫивӗч ыйтусем июлӗн 22-мӗшӗнче «Родник» Агрофирма ОООра иртнӗ районти йӑлана кӗнӗ семинар-канашлӑвӑн тӗп теми пулса тӑнă та. Семинара хуҫалӑх ертӳҫисем, КФХ пуҫлӑхӗсем, районти ял хуҫалӑх управленийӗн, «Россельхозцентр» специалисчӗсем, чӗннӗ хӑнасем хутшӑннă. Унта хутшӑнакансем хальхи технологисемпе тата оборудованипе паллашма кӑна мар, тыр-пул пухса кӗртессипе тата кӗрхи тырӑсене акассипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явма та пултарнă. Технологи процесӗсене пӑхӑнасси, ӗҫсене хӑҫан ирттересси тата ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ ҫине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.
Теори пайӗ «Родник» Агрофирма ООО тырӑ йĕтемĕн территорийӗнче иртнӗ. Семинара хутшӑнакансене районти ял хуҫалӑх управленийӗн пуҫлӑхӗ Артур Амурович Галеев саламланă. Семинара уҫнӑ май вӑл самант пӗлтерӗшне палӑртнă: аграрисен пурнӑҫӗ вӑхӑтран тата вырма пахалӑхӗнчен килет. Ҫанталӑк условийӗсем кӑткӑс пулсан та, хальхи технологисемпе усӑ курнипе тата тыр-пул ӳстерекенсен ҫине тӑрса ӗҫленипе тыр-пул ӑнса пуласса кӗтнине палӑртнă вӑл. Семинар программипе паллаштарнӑ хыҫҫӑн «Родник» Агрофирма ООО ертӳҫине Дмитрий Сергеевич Михайлова сӑмах панă. Ҫамрӑк ертӳҫӗ хуҫалӑхӑн кулленхи ӗҫӗсем ҫинчен, вырма ӗҫӗсем мӗнле пыни тата кӗрхи тырӑсене акма хатӗрри ҫинчен кӗскен каласа панă.
Унтан семинара хутшӑнакансем тырӑ склачӗсем патне иртнĕ. ПР «Россельхозцентр» ФГБУ филиалӗн Пишпÿлекри МРО начальникӗ Флорит Исламов акас умӗнхи анализ валли вӑрлӑхсене парассине, ҫӗнӗ тухӑҫа упрама йышӑнма тырӑ склачӗсене хатӗрлес ыйтусене хускатнă. «Россельхозцентр» специалисчӗсем склад пӳлӗмӗсене хурт-кӑпшанкӑран дезинфекциленине кӑтартнӑ.
Семинарӑн практика пайӗ ҫулнӑ пӑрҫа ани ҫинче иртнӗ. «Родник» Агрофирмӑра усӑ куракан хальхи техникӑна кӑтартни семинара хутшӑнакансене питӗ тӗлӗнтернӗ. Ҫӗнӗ комбайнсем, тракторсем тата ытти оборудовани ял хуҫалӑх ӗҫӗсен тухӑҫлӑхӗпе ӗҫлеме пултарнине самай ӳстерме май парать. Хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерес ыйту та тимлӗхсӗр юлман, сӑмахран, хирте пушар машини пурри. Унтан комбайнсем ҫулнӑ валемсене ҫапас енӗпе килӗштерсе ӗҫленине кӑтартнă.
Семинарӑн пленум пайӗнче ял хуҫалӑх управленийӗн тӗп агрономӗ Линар Самигуллин вырма кампанине йӗркелесси тата кӗрхи тырӑсене акма тӑпра хатӗрлесси ҫинчен каласа панă.
Ял хуҫалӑх управленийӗн тӗп инженерӗ Александр Новиков семинара хутшӑнакансен тимлӗхне ӗҫ сыхлавӗн ыйтӑвӗсем ҫине пусӑм тунӑ. Пӗтӗм техникӑна огнетушительсемпе, пушар сӳнтермелли ытти хатӗрсемпе тивӗҫтермелле. Хӑрушсӑрлӑх техники пирки инструктаж ирттермелле, ӗҫ сыхлавӗн правилисене пӑхӑнмалла.
Гостехнадзор тӗп специалисчӗ Эдуард Григорьев хирти ӗҫсене явӑҫтарнӑ техникӑна хӑрушсӑр турттарасси, хӑрушсӑрлӑх техники пирки аса илтернӗ.
Семинар вӑхӑтӗнче хутшӑнакансем пĕр-пĕрин хушшинче хӗрӳ шухӑшсемпе ылмашăннă. Аграрисем хӑйсен опычӗпе паллаштарнӑ, специалистсене ыйтусем панӑ, йывӑрлӑхсене тата вӗсене татса памалли ҫул-йӗре сӳтсе явнӑ.
Ирина ФОМИНА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Ирина Фомина.