Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
5 Августӑн , 11:34

Пушкӑртстанра аграрисем пӗр гектартан рекордлӑ тухӑҫ илнӗ

Вырма кампанийӗ вунă кун каялла пуҫланнӑ, комбайнсем кӗрхи ырашпа тулла, урпапа пӑрҫана выраҫҫӗ.

Вырма ӗҫӗн пӗрремӗш вунӑкунлӑхӗнче Пушкӑртстанра пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши акнӑ лаптӑксен вунă процентне яхӑн ҫулнӑ, 550 пин тонна ытла тырӑ ҫапса илнӗ. Кун пирки ПР вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов правительствӑн оперативлӑ канашлӑвӗнче пӗлтернӗ. Хальхи вӑхӑтра аграрисем кӗрхи ырашпа тулӑ, урпапа пӑрҫа пуҫтарса кӗртнӗ. Ҫурхи тырӑсене 1,5—2 эрнерен пухса кӗртме тытӑнӗҫ, тенӗ Пушкӑрт АПК пуҫлӑхӗ.

Рекордлӑ вӑтам тухӑҫ палӑрнă — гектар пуçне 40,1 центнер. Чи пысӑкки — гектар пуçне 60 центнер Нуриман районӗнче палӑртнӑ.

Пӗтӗмпе 2,67 млн гектар вырмалла.

Регион тӑрӑх тухӑҫ йышӑнма 34 элеваторпа склад хатӗр, вӗсем пӗрчӗллӗ тата ҫуллӑ 4 млн тоннӑна яхӑн вырнаҫтарма пултараҫҫӗ.

https://www.bashinform.ru/news/economy/2025-08-04/v-bashkirii-agrarii-dostigli-rekordnoy-urozhaynosti-v-40-ts-ga-4337396

Пушкӑртстанра аграрисем пӗр гектартан рекордлӑ тухӑҫ илнӗ
Пушкӑртстанра аграрисем пӗр гектартан рекордлӑ тухӑҫ илнӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас