Каминке ялӗнчи Анатолий Трофимов хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче кӗрхи тулӑн вӑтам тухӑҫӗ гектартан 35 центнерпа танлашнӑ.
Район аграрийӗсем, ҫанталӑк час-часах ҫумӑрлӑ пулнине пӑхмасӑр, пурпӗрех вырма ирттерме вăй ҫитереҫҫӗ. Хӑйсен уй-хирӗнче пиҫсе ҫитнӗ кӗрхи тыр-пула мӗнпур хуҫалӑхра тырӑ выракан комбайнсем тырӑ пуссисенче кал-кал ӗҫлеҫҫӗ. Тыр-пулшӑн пыракан ҫапӑҫу кунран-кун хӑвӑртланса пырать. Кӑҫал районӗпе кӗрхи культурӑсене 5965 гектар лаптӑкран пухса кӗртмелле. Хальлӗхе виҫӗ пин гектар ытла лаптӑкран тухӑҫа пухса кӗртнӗ. Анчах ҫакӑ та савӑнтарать ӗнтӗ районти тыр-пул ӳстерекенсене, мӗншӗн тесен кӗрхи культурӑсен вӑтам тухӑҫӗ кашни ҫаврăнăшран 26 центнерпа танлашать. Тырпул пухса кӗртес ӗҫре яланхи пекех малта пыракансем те пур. Вӗсем — Боголюбовка ялӗнчи Николай Коваленко, Аит ял советӗнчи Алексеевка ялӗнчи Михаил Турленко тата Каминке ялӗнчи Анатолий Трофимов хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсем.
— Кӗрхи тырӑсенчен кӑҫал хуҫалӑхра 292 гектар лаптӑк ҫинче "Скипетр" сортлӑ кӗрхи тулӑ акнăччĕ, — паллаштарать вырма процесӗпе КФХ ертӳҫи Анатолий Петрович. — Вӑл та парӑнмарӗ: питӗ лайӑх пулчĕ. Кашни гектартан эпир 35-шер центнер питӗ лайӑх тухӑҫ пухса илтӗмӗр. Каминке зонинче час-часах ҫумӑр ҫуман. Анчах уяр кунсенче те комбайнсем кӑнтӑрла иртсен кӑна хире тухаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ир çинчен сывлӑм нумай ӳкет, ҫакӑ тыр-пул нӳрӗкне вӑйлӑ витӗм кӳрет, хуҫалӑхра хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ лайӑх палӑрнӑ тырӑ типӗтекен машина пур пулин те. Пирӗн вырма ӗҫӗсем ирттерме "Дон-1500 Б" тырӑ вырмалли икӗ комбайн пур. Пӗри тыр-пул çулать, вырма ӗҫӗсемпе ытларах опытлӑ механизатор Александр Владимирович Иванов тӑрӑшнӑ. Тырă йĕтемне ГАЗ-53 автомобильпе вырнă тырра тӳрӗ кӑмӑллӑ водитель Рафис Римович Исангулов турттарать. Йĕтем çинче универсаллӑ ӗҫчен Александр Александрович Тиктенко ертсе пынипе малтанах хатӗрлесе хунӑ склад пӳлӗмӗсене упрама кӗрхи тулла сортласа тултараҫҫӗ, унпа тракторист та, шофер та пулса ӗҫлекен Максим Николаевич Мишагин тата манӑн пиччен ывӑлӗ Денис Чифранов, вӑл район центрӗнчи вӑтам шкулта 11-мӗш класра вӗренет, тăрăшаççĕ. Тырӑ нӳрӗклӗхне приборпа нӳр виҫевҫипе тӑтӑшах тӗрӗслесе тӑраççĕ. Вӑл 13,5 процентпа танлашать. Ку — упрама юракан норма. Склад пӳлӗмӗсене эпир питӗ лайӑх пахалӑхлӑ виҫ ҫӗр тонна ытла тырӑ хыврӑмӑр ӗнтӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.