Çутă çул
-24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
10 Октябрӗн 2025, 12:23

Килӗштерсе ӗҫлесе пысӑк кӑтартусем тăваççĕ

Александр Милютинӑн хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче кӗрхи уй-хир ӗҫӗсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ.

Килӗштерсе ӗҫлесе пысӑк кӑтартусем тăваççĕ
Килӗштерсе ӗҫлесе пысӑк кӑтартусем тăваççĕ
Александр Милютинӑн хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче кӗрхи уй-хир ӗҫӗсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ.
Александр Николаевичӑн ҫирӗп хуҫалӑхӗнче ирех механизаторсемпе вӗсен çумне ҫирӗплетнӗ техника кулленхи ӗҫ кунне тӗплӗн хатӗрленет. Ертӳҫӗ каланӑ тӑрӑх, ҫак кунсенче вӑрлӑх валли хӗвелҫаврӑнӑш пуҫтарасси вӗҫленмелле. Ҫак пысӑк тупӑшлӑ культурӑн лаптӑкӗсем районти хуҫалӑхсем хушшинче пысӑккисенчен пӗри шутланаҫҫӗ, пин ҫурӑ ытла гектар йышӑнаҫҫӗ. Вӑтам тухӑҫ кашни ҫаврăм пуçне 11 центнерпа танлашать. Хӗвелҫаврӑнӑша тыр-пула ҫапса пӗтернӗ хыҫҫӑн тӑватӑ тыр-пул пухса кӗртекен комбайн ҫаптарса пуҫтараҫҫӗ. Леонид Поликарпов, Владимир Дмитриев, Сергей Игнатьев, Рамазан Каримов тата Алексей Егоров комбайнерсем килӗштерсе те пахалӑхлӑ ӗҫлеҫҫӗ. ЗАВра тирпейлеме тырă йĕтемĕ çине вӑрлӑха турттарассине КАМАЗ автомобильпе Фаниль Янтуринпа Федор Васильев водительсем ӗҫлеҫҫӗ. Хӗвелҫаврӑнӑш вӑррине икӗ автомобильпе тирпейлесе сортланӑ хыҫҫӑн прицеплă КАМАЗсемпе  Шингак-Куле Александр Поликарповпа Петр Трофимов водительсем илсе каяҫҫӗ. Пухнӑ тухӑҫа ЗАВра Артем Владимиров пахалӑхлӑ тирпейлет. КУНлă «Беларуҫ-82.1» тракторпа йĕтем çинче Петр Васильев вӑй хурать.
Ҫитес ҫулхи пулас тухӑҫ валли ҫӗр хатӗрлессипе те ӗҫсем питӗ лайӑх: ҫӗртме пуссине икӗ пин ытла гектар ҫинче хӑпартнӑ, кӗрхи культурӑсене 360 гектар ытла лаптӑк ҫинче акнӑ. Вӗсем ӗнтӗ, куҫа савӑнтарса, туслӑ калча пулса ешереҫҫӗ. Ҫак хирсенче хăватлă «кировецсемпе» Владимир Исаев, Вячеслав Сибагатдинов тата Юрий Ермолаев лайӑх ӗҫленĕ. Вӑтӑр ҫын ытла шутланакан механизаторсемпе выльӑх пӑхакансен пысӑк ӗҫ коллективӗ валли кулленех Маргарита Иванова, Людмила Дмитриева тата Лира Прохорова поварсем тутлӑ апат пӗҫереҫҫӗ. Ҫынсен ӗҫ вырӑнӗсене вӗри апат ҫитерессине тата тракторсемпе комбайнсене ГСМ заправкине Владимир Ивановпа Гульнара Валиева тӑваҫҫӗ.
 А.Н. Милютинăн КФХ ӗҫ коллективӗн кунсерен ҫакӑн пек ударлӑ ритмӗ савӑнтарать, районти ытти ял хуҫалӑх производителӗсемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать.
 
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.
Килӗштерсе ӗҫлесе пысӑк кӑтартусем тăваççĕ
Килӗштерсе ӗҫлесе пысӑк кӑтартусем тăваççĕ
Килӗштерсе ӗҫлесе пысӑк кӑтартусем тăваççĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас