Çутă çул
-28 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
13 Октябрӗн 2025, 14:43

Пишпÿлекри Республика кунӗ: пӗрлӗх палли пек ярмӑркка

Пушкӑртстан Республикин кунӗнче, Пишпÿлекре кӗрхи ял хуҫалӑх ярмӑркки иртнӗ.

Пишпÿлекри Республика кунӗ: пӗрлӗх палли пек ярмӑркка
Пишпÿлекри Республика кунӗ: пӗрлӗх палли пек ярмӑркка
Пушкӑртстан Республикин кунӗнче, Пишпÿлекре кӗрхи ял хуҫалӑх ярмӑркки иртнӗ. Мӗн иртенпех тӗп площадь суту-илӳ речӗсемпе тулса ларчӗ. Фермерсемпе ял хуҫалӑх производителӗсем, харпӑр хуҫалӑх хуҫисем пирӗн районсенчен кӑна мар, кӳршӗ районсенчен те хӑйсен продукцине – ҫӗнӗ пахча ҫимӗҫ, тутлӑ шӑршлӑ пыл, килти тӑварланипе варени, аш-какайпа сӗт продукцийӗ, сыр, кӑлпасси тата ытти тутлӑ апат-ҫимӗҫ - кӳрсе килнӗ. Сывлӑш ӑшаланӑ шашлăк техӗмӗпе тулнӑ.
Пишпÿлекри Республика кунӗ: пӗрлӗх палли пек ярмӑркка.
Районти волонтерсем те ярмӑрккӑна хутшӑнаҫҫӗ, пӗҫерме, алӑпа тунӑ япаласем, хӗл валли тӗрлӗ хатӗрсем тата ытти те сӗнеҫҫӗ. Вӗсен продукцийӗ уйрӑмах паллӑ, мӗншӗн тесен пӗрлехи ӗҫе тӳпе хывнин пӗлтерӗшне кашниех ӑнланать-ҫке. Тупӑш СВО пайташӗсене пулӑшакан фонда кайӗ.
Ярмӑркка - паха ҫимӗҫ туянма май кӑна мар, пӗр-пӗринпе хутшӑнма, опытпа паллашма та питӗ лайӑх сӑлтав. Кунта тахҫанхи туссене тӗл пулма, ҫӗнӗ паллашусем йӗркелеме, вӑхӑта лайӑх ирттерме пулать. Ҫынсем кӑмӑлтан курни-илтнине пайлаҫҫӗ, хутшӑнаҫҫӗ, кӗрхи ӑшӑ кунпа киленеҫҫӗ кӑна.
Ярмӑрккӑн уяв атмосферине пултарулӑх коллективӗсем тухса калаҫни йӗркелет. Сцена ҫинчен халӑх юрри-кӗвви янӑрать. 
Пишпÿлекри кӗрхи ял хуҫалӑх ярмӑркки пирӗн ҫӗр-шывӑн пархатарлӑхне, унӑн халӑхӗн ӗҫченлӗхне, тараватлӑхне кӑтартрӗ.
 
 
 
 
Пишпÿлекри Республика кунӗ: пӗрлӗх палли пек ярмӑркка
Пишпÿлекри Республика кунӗ: пӗрлӗх палли пек ярмӑркка
Пишпÿлекри Республика кунӗ: пӗрлӗх палли пек ярмӑркка
Пишпÿлекри Республика кунӗ: пӗрлӗх палли пек ярмӑркка
Пишпÿлекри Республика кунӗ: пӗрлӗх палли пек ярмӑркка
Автор: Марина Иванова
Читайте нас