Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
13 Октябрӗн , 14:42

Путин Раҫҫей ҫыннисене Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗпе саламланӑ

#владимирпутин

Путин Раҫҫей ҫыннисене Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗпе саламланӑ
Путин Раҫҫей ҫыннисене Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗпе саламланӑ
 
#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин октябрӗн 12-мӗшӗнче Раҫҫей ҫыннисене Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗсен кунӗпе саламланӑ.
«Хаклӑ туссем! Сире уяв ячӗпе — Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп. Сирӗн ҫӗр ҫинче, уй-хирте, агропромышленноҫ комплексӗн предприятийӗсенче тӑрӑшса, яваплӑ ӗҫӗр Раҫҫейре яланхи пекех уйрӑмах хисепре», - тенӗ вӑл.
Унсӑр пуҫне РФ Президенчӗ юлашки ҫулсенче Раҫҫей агропромышленноҫ комплексӗн ҫитӗнӗвӗсем наци мӑнаҫлӑхӗ пулса тӑнине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, иртнӗ ҫул Раҫҫейре риспа ҫу культурисен рекордлӑ тухӑҫӗсене пухнӑ, тыр-пул тухӑҫӗ вара ҫӗршывӑн ҫӗнӗ историйӗнче чи лайӑх пилӗк çула кӗнӗ. Унсӑр пуҫне Путин выльӑх-чӗрлӗх тата кайӑк-кӗшӗк туса илесси те чи пысӑк пӗлтерӗшсене ҫӗнетнине палӑртнă.
 
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/
 
 
 
 
Путин Раҫҫей ҫыннисене Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗпе саламланӑ
Путин Раҫҫей ҫыннисене Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗпе саламланӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас