#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин декабрӗн 25-мӗшӗнче РФ ял хуҫалӑх министрне Оксана Лута 2025 ҫулта рекордлӑ тухӑҫа ҫитĕнтернӗ аграрисене патшалӑх наградисем патне тӑратма хушнӑ.
«Эпӗ ял хуҫалӑх министрне, Оксана Николаевнана, чӑннипе те, ялта ӗҫлекен ҫынсене, пирӗн ял çыннисене, паллах, Орел кӗпӗрнинче кӑна мар, ыттисенче те, пӗтӗмӗшле отрасльте ӗҫлекен ҫынсене патшалӑх наградисем пама хушатăп», - каланă вӑл Патшалӑх канашӗн ларӑвӗнче.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru