Пишпӳлекри ҫӗнӗ микрорайонта вырнаҫнӑ «Родник» Агрофирма ООО юсав мастерскойӗнче сӳресемпе прицеп оборудованийӗсене куллен юсаҫҫӗ, ҫавӑн пекех юр тасатма техника хатӗрлеҫҫӗ.
Районти чылай ял хуҫалӑх предприятийӗсен хăватлă кустӑрмаллӑ техникине хӗллехи тапхӑрта вырма ӗҫӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн тата кӗрхи ҫӗртме сухаланӑ хыҫҫӑн вӑрах упранма лартмаҫҫӗ. Ăна ял тӑрӑх администрацийӗсемпе калаҫса татӑлнӑ май автомобиль ҫулӗсемпе ял урамӗсене юртан тасатас ӗҫре усӑ курма пуҫлаççĕ.
- Пирӗн мобильлӗ механизаторсен ӗҫ коллективӗ историе каякан 2025 ҫула лайӑх ӗҫ кӑмӑлӗпе тата лайӑх кӑтартусемпе вӗҫлет, - тет агрофирмӑн ҫамрӑк ертӳҫи Дмитрий Михайлов. - Вырма ӗҫӗсене пурне те вӑхӑтра вӗҫлерӗмӗр. Пӗрчӗллӗ культурӑсен вӑтам тухӑҫӗ кашни гектартан 25 центнерпа танлашрĕ. Анчах рекордлӑ тухӑҫсем те пулчĕç: ҫапла, тулӑпа урпа питӗ лайӑх çитĕнчĕç, пӗр ҫаврӑм пуҫне 40 центнер пачĕç. Кун пек тухăç пирĕн совет саманинче те пулман. Ҫӗр процента кӗрхи сухана хупрăмăр. Кӗрхи культурӑсен питӗ лайӑх калчисене юр хупларĕ. Ҫапла вара 2026 ҫулхи пулас тухӑҫа лайӑх шанӑҫпа никĕсне хыврăмăр.
Пишпӳлек ял тӑрӑхӗнчи ялсенчи ҫулсемпе урамӗсене килӗшӳ мелӗпе тасатас ӗҫе хуҫалӑхӑн кустӑрмаллӑ трактор техникин икӗ единицине явӑҫтарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах машина-трактор мастерскойӗн лайӑх хутса ӑшӑтакан боксӗнче сӳресен, культиваторсен тата ытти прицеп хатӗрӗсен юсав ӗҫӗсем те чарӑнмаҫҫӗ.
- Ӑста тӗп инженер Иксан Идрисович Валеев ертсе пынипе Владислав тата Юрий Никитинсем хӑйсен тракторӗсене куллен юсаҫҫӗ, — паллаштарать Дмитрий Сергеевич. - Малтан вӗсем МТЗ-1221 трактора пӑхса пӗтерчӗҫ, халӗ вара хăватлă Т-150 К трактора техника тӗлӗшӗнчен пӑхаҫҫӗ, вӗсене юр массине тасатмалли кӗреҫесемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Пирӗн вырӑнти ял Совечӗпе тӑватӑ ял — Пишпӳлек тата Йăлпăлак, Хастар, Ситекпуç ялӗсен ҫулӗсемпе урамӗсене тасатма килӗшӳ пур. Пирӗн трактористсем асӑннӑ ялсенче пурӑнакансенчен ӳпкелешÿсӗр ӗҫлеҫҫӗ. Ҫапла вара Çӗнӗ ҫул уявӗсем вӑхӑтӗнче ҫулсем пурте йӗркеллӗ пулӗҫ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.