Ситекри «Урожай» ОООра ӑшӑ боксра техникӑна юсас тата фермӑри урайсене улӑштарас ӗҫ пырать.
Ҫак кунсенче Ситек ҫыннисем алӑ усса лармаҫҫӗ. Ҫирӗп хуҫалӑхра механизаторсем техникӑна, ҫавӑн пекех прицеп оборудованине пӑхассипе тата куллен юсассипе ӗҫлеҫҫӗ. Кун валли ӑшӑ та анлӑ, хутса ăшăнакан боксра пур услови те туса панӑ. Ӗҫлекенсем валли кану пӳлӗмӗ йӗркеленӗ. Кунта туслӑ командӑпа кашни кун нумай ҫул ӗҫ стажӗ пухнӑ опытлӑ механизаторсем вӑй хураҫҫӗ. Вӗсем - Андрей Григорьев, Владимир Сурков, Иван Иванов тата Геннадий Никитин.
— Пирӗн пилорама чарӑнмасть, - хӑйӗн ял хуҫалӑх предприятийӗн ӗҫ кунӗсемпе паллаштарать хуҫалӑх ертӳҫи Юрий Иванович Иванов. — Ҫуллахи-кӗркуннехи тапхӑрта эпир ӗҫлӗ вӑрманпа делянка ҫырӑнса илтӗмӗр те малтанах ҫителӗклӗ таран кругляк хатӗрлерӗмӗр. Халӗ ӑна хӑма кăларатпӑр. Пилорамӑра Николай Авакумов, Виталий Кузьмин тата Тимур Кузьмин хастар ӗҫлеҫҫӗ. Ку хӑмасем сӗт-тавар фермин пӳлӗмӗнчи урайсене юсама, улӑштарма каяҫҫӗ. Унта та выльӑх-чӗрлӗх пăхакансем кулленех ӗҫлеҫҫӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑхсене хӗл каçарасси хӑнӑхнӑ йӗркепе пырать. Выльăх апачĕпе йывӑрлӑх ҫук. Кӗҫех ӗнесем йышлӑ пӑрулама тытӑнӗҫ. Апла пулсан сӗт суса илнин кӑтартӑвӗсем лайӑхланӗҫ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.