Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
26 Мартӑн , 11:42

Техникӑна - хатӗрлĕх

Ситек ялӗнчи «Урожай» ОООра ҫулленех механизаторсем ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем тĕлне тӗплӗн хатӗрленӗ мӗнпур трактор, хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑсем тата вӗсен прицепӗсем техника тӗрӗслевӗ иртнĕ.

Техникӑна - хатӗрлĕх
Техникӑна - хатӗрлĕх

Ситек ялӗнчи «Урожай» ОООра ҫулленех механизаторсем ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем тĕлне тӗплӗн хатӗрленӗ мӗнпур трактор, хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑсем тата вӗсен прицепӗсем техника тӗрӗслевӗ иртнĕ.
Мартăн 9-мӗшӗнче ял хуҫалӑх тракторӗсене, хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑсене тата вӗсен прицепӗсене ҫулсерен обязательнӑй техника тӗрӗслевӗ районти тӗрлӗ харпӑрлӑх формиллӗ ял хуҫалӑх предприятийӗсенче пуҫланнӑ. «Марс» ОООпа «Дема» ООО, С.К. Михайлов тата Р.М. Арсланов КФХ хуҫалӑхӗсенче техника лайӑх хатӗрленнине пӗлтерме пулать ӗнтӗ. Ку эрнере Пишпÿлек районӗнчи Гостехнадзор инспекцийӗн ӗҫченӗсемпе эпир Ситек ялӗнчи «Урожай» ОООра техосмотр иртмелли пысӑк та яваплӑ мероприятире пулса куртӑмӑр. Паян районти Гостехнадзор инспекцийӗнче ҫак ҫирӗп аталанакан хуҫалӑхӑн 18 техники учетра тӑрать. Çав шутра - виҫӗ тырӑ пуҫтаракан тата пӗр хӑй тӗллӗн ҫӳрекен выльӑх апачӗ пуҫтаракан комбайн (вӗсене комисси хальлӗхе тӗрӗслемен-ха), пилӗк пысăк энергиллĕ Т-150 тата К-700 трактор, тӗрлӗ маркӑллӑ МТЗ ҫичӗ кустӑрмаллӑ трактор тата пӗр гусеницӑллӑ ДТ-75 трактор.
Техосмотр ирттерме палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне хуҫалӑх механизаторӗсем ҫирӗплетнӗ техникӑна — тирпейлесе юсанӑ тракторсене машинӑпа трактор паркӗн территорийӗнче хатӗрлӗх линейкине тӑратнӑ, вӑл халӗ ҫак ял хуҫалӑх предприятийӗн склад пӳлӗмӗсемпе, ЗАВĕпе, тыр-пул юхӑмӗпе, пилорамипе, кантурӗпе тата столовӑйӗпе пӗр комплексра вырнаҫнӑ. Хуҫалӑх опытлӑ механизатор кадрӗсемпе туллин тивӗҫтернине палӑртни савӑнтарать. Вӗсем нумай ҫул ӗҫленӗ опытлӑ тракторист-машинистсем Андрей Григорьев, Владимир Сурков, Иван Иванов, Андрей Никитин тата Радик Иванов. Тормоз тытӑмне, руль управленине, тулашри ҫутӑ приборӗсене тата ытти элементсене техника тӗлӗшӗнчен тӗрӗслемелли пӗтӗмӗшле требованисене секторӑн опытлӑ заведующийӗ ПР ГК Пишпÿлек районӗнчи Гостехнадзор енӗпе ӗҫлекен патшалӑх тӗп инженер-инспекторӗ Руслан Яковлев тĕрĕсленĕ. Руслан Владимирович кашни механизаторӑн тракторист-машинист удостоверенийӗсем пуррине, асӑннӑ транспорт хатӗрӗсене тытса пымалли категорисем килӗшсе тӑнине, кашни транспорт хатӗрне регистрацилемелли свидетельство пуррине тата кабинӑра огнетушительсемпе пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗн аптечки пуррине тӗплӗн тӗрӗсленӗ.
Техника тӗрӗслевӗн пӗтӗмӗшле пӗтӗмлетӗвне тунӑ чухне хуҫалӑх тракторӗсем ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене ирттерме хатӗррине, хӑш-пӗр пӗчӗк асӑрхаттарусем пуррине палӑртнӑ, вӗсене ҫывӑх вӑхӑтра пӗтерӗҫ. «Урожай» ООО ертӳҫи Юрий Иванович Иванов хуравланӑ сӑмахра хуҫалӑх дизтопливӑпа ГСМпа туллин тивӗҫтерни, минераллӑ удобренисем туянни, сортлӑ вӑрлӑх материалӗпе тивӗҫтересси те ҫӗр проценчӗпех пулнине каланă. Вӑл механизаторсен мобильлӗ коллективне тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тав тунă, пурне те тахҫанах йӗркеленнӗ йӑлапа хуҫалӑхӑн хӑтлӑ столовӑйне чей ӗҫме чӗннӗ. Кунта ҫавӑн пекех ял хуҫалӑхӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ, тӑван Ситекпе пӗтӗмӗшле Пишпÿлек районӗн аталанӑвне тивӗҫлӗ тӳпе хывнӑ вырӑнти ӗҫ ветеранӗсене те чӗннӗ.
Ҫапла вара техника тӗрӗслевӗсен пӗрремӗш тапхӑрӗ вӗҫленсе пырать, анчах хальлӗхе пур хуҫалӑх та ӑна иртме ӗлкӗреймен-ха. Ҫавӑнпа та харпӑрлӑхӑн тӗрлӗ формиллӗ ытти ял хуҫалӑх предприятийӗсен кампа танлашмалли, камран тӗслӗх илмелли пур.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.

 

 

Техникӑна - хатӗрлĕх
Техникӑна - хатӗрлĕх
Техникӑна - хатӗрлĕх
Техникӑна - хатӗрлĕх
Техникӑна - хатӗрлĕх
Техникӑна - хатӗрлĕх
Техникӑна - хатӗрлĕх
Автор: Марина Иванова
Читайте нас