Çирĕклĕри Леонид Ильмурзин ӑстаҫӑ хӑй ҫуралса ÿснĕ ҫӗртех кирлӗ пулнӑ.
Паян халӑх пурăнакан кирек хӑш пунктра та социаллӑ инфратытӑм, уйрӑм предпринимательсем тата, паллах, ял хуҫалӑх предприятийӗсем пурри ял ҫыннисен пурнӑҫ ыйтӑвӗсене татса пама май парать.
— Эпӗ Çирĕклĕре пурăнакан Ильмурзинсене хăйсен кӗҫӗн тӑван ҫӗршывĕн патриочӗсем тесе хӑюллӑн калама пултаратӑп, - тет вырӑнти КФХ ертӳҫи Ринат Саматович Вахитов. — Ҫемье пуҫӗ Вячеслав Вениаминович производство управляющийӗнче ӗҫлет. Ывӑлӗ Сергей К-701 хăватлă тракторпа тăрăшать. Кӗҫӗнни Леонид Ильмурзин пур ӗҫе те ӑста, ҫулталӑкĕпех ӑна улӑштаракан ҫук. Вӑл лайӑх сварщик тата юсав рабочийӗ. Ҫураки вӑхӑтӗнче те, тырпул пухса кӗртнӗ чухне те, ҫурт-йӗрсене юсанӑ чухне те ӑна улӑштарма ҫук. Районти ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисен семинар-канашлӑвӗ ирттернӗ хыҫҫӑн, эпир те каминкесем пек хамӑр машинӑпа трактор паркне тӗпрен юсаса ҫӗнетме шутларӑмӑр. Вӑл пӗтӗмпех юхӑнса кайнӑ. Леонид Ильмурзинӑн ӗҫченлӗхӗпе ӑсталӑхне пула кӗске тапхӑрта кунта хӑтлӑ пилӗк пӳлӗм йĕркеленчĕ. Ку - офис пӳлӗмӗ те, механизаторсен пӗчӗк коллективӗ валли канмалли пӳлӗм те, стеллажсемлĕ склад пӳлӗмӗсем те. Леонид кунта чӑн-чӑн евремонт турӗ. Унӑн чунӗ металл патне те, йывӑҫ патне те выртать: ҫӗввисемпе çыхăнтармаллисене тĕп-тĕрĕс якатать, хистет. Халӗ кунта пӑхма, ҫемҫе диван ҫинче ларса канма, ӑшӑнма кӑмӑллӑ. Пӳлӗмсенче электричествӑпа ӑшӑтаҫҫӗ.
Вӑтӑр икӗ ҫулхи мастер тунӑ ӗҫ пурне те тӗлӗнтерет. Маччасене, стенасене, урай хӑмисене, чӳречесемпе алӑк блокӗсене вырнаҫтарассине вӑл ытларах пӗччен тунӑ.
— Манӑн атте Вячеслав Вениаминович механизаторта ӗҫленӗ, анне Римма Петровна дояркӑра, склад заведующийӗнче инҫетри совет саманисем вăхăтĕнче. Малтан Ленин ячӗллĕ колхозра, унтан "Самарская" ОООра, — каласа парать Леонид Ильмурзин. — Çирĕклĕ ҫӗрӗсенче КФХ ертӳҫи Ринат Вахитов питӗ тӑрӑшать. Çирĕклĕре пурăнакансем ӑна çавăншĕн тав тӑваҫҫӗ. Ҫитменнине тата эпир пӗр ҫемьерен виҫҫӗн унӑн хуҫалӑхӗнче ӗҫлетпӗр. Эпир аттепе аннен виҫӗ ывӑл. Эпӗ чи кӗҫӗнни. Аслă пичче Веня, ҫемйипе Мускавра ӗҫлет, пурӑнать. Çирĕклĕри вӑтам шкулти 11 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн эпӗ Пишпÿлекри ПУ-149 вӗренме кӗтӗм. Сварщик тата общество ӗҫӗсен ӑсти профессине илтӗм. Вара пичче патне Мускава ӗҫлеме кайрӑм. Унта, стройкӑсенче, сисӗнмесӗрех ултӑ ҫул иртрӗ. Лайӑх ӗҫлесе илеттӗм, анчах манӑн яланах тӑван ҫӗршыва каяс килетчӗ. Ҫапла эпӗ каллех киле таврăнтăм. Халӗ аттепе тата аннепе пурӑнатӑп. Мана свара тума, касма, тимӗрпе ӗҫлеме, паллах, савалама, касма, йывӑҫ япаласем хӑйрама килӗшет.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.