Çутă çул
-16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял, санăн çыннусем
13 Нарӑсӑн , 13:01

Ачисем, мӑнукӗсем, мӑнукӗсен ачисем — унӑн тӗп награди

Мелевĕс-Мускаври Мунира Ханнановна Хайбунасова, 95 ҫулхи юбилейне паллă тунăскер, кашни кун ачисем патне хӑнана ҫӳрет.

Ачисем, мӑнукӗсем, мӑнукӗсен ачисем — унӑн тӗп награди
Ачисем, мӑнукӗсем, мӑнукӗсен ачисем — унӑн тӗп награди

Мелевĕс-Мускаври Мунира Ханнановна Хайбунасова, 95 ҫулхи юбилейне паллă тунăскер, кашни кун ачисем патне хӑнана ҫӳрет.
Мелевĕс-Мускаври юбилярша Мунира Ханнановна патне тӗлпулӑва кайсан, вӑл килте пулмасăр, ҫак лара-тӑра пӗлмен карчӑка пӗчӗк мар ялта ачисем патĕнче шырама тиврӗ. Вӑл кӑҫалхи январӗн 30-мӗшӗнче 95 ҫул тултарнă вӗт.
— Пирӗн анне кашни кун ман пиччесемпе аппасем патне ҫӳрет, вӗсем хӑйсен ҫемйисемпе Мелевĕс-Мускавра уйрӑм пурӑнаҫҫӗ, — тет юбиляршӑн чи кӗҫӗн хӗрӗ Рушания Рафикова .— Ҫавӑнпа ӑна килте тӗл пулма йывӑр. Эпир аттепе аннен ултӑ ача: виҫӗ арçын ача тата виҫӗ хĕрача. Аслă пичче Екатеринбургра ҫемйипе пурăнать, ӗҫлет, иккӗмӗш пичче совет вӑхӑтӗнчех комсомол путевкипе Байкал-Амур магистралӗ тума кайнӑ та ҫемйипе Тында хулинче пурӑнать. Тепĕр пичче ҫурҫӗрте вахта меслечӗпе ӗҫлет, анчах ҫемйипе тӑван Мелевĕс-Мускавра пурӑнать. Унӑн мӑшӑрӗ Хушăлкари вӑтам шкулти пуҫламӑш классен учительницинче ӗҫлет. Анне пирӗн ҫемьесене тӗрӗслет. Вӑл килте ларма юратмасть, хальлӗхе сывлӑхӗ пирки ӳпкелешмест: лайӑх курать те, илтет те, куҫлӑхсӑр Коран вулать.
Юратнӑ амӑшӗн биографине Рушания Магсумовна лайӑх пӗлет. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх, Мунира Ханнановна Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче 12 ҫултанпах хӑйӗн тантӑшӗсемпе колхозра тĕрлĕ обществӑлла ӗҫсенче тăрăшнă. 18 ҫултан вӑл Свердловск облаҫӗнче торф кăларнă çĕрте тата Камышовка чугун ҫул станцийӗнче ӗҫленӗ. Белорецкра та йывӑҫ юхтарма тивнӗ унӑн. Шӑпах Белорецкри йывӑҫ хатĕрлекен комбинатра вӑл хӑйӗн пулас упӑшкипе паллашнӑ.
— Пирӗн атте те Мелевĕс-Мускавра ҫуралса ӳснӗ. Вӗсене тӑван вырӑнсенчен аякра шӑпа хӑй ертсе килнӗ пулмалла, — йӑл кулса малалла калать Рушания Магсумовна. — Вӗсем 1952 ҫулта пĕрлешнĕ. Тепӗр ҫултан вӗсен хӗр ҫуралнӑ. Кунта аттене Совет Ҫарне призывпа чӗнсе илнӗ. Ун чухне служба срокӗ вӑрӑм - виҫӗ ҫул пулнӑ. Вӑл Хабаровск хулинче ҫарта пулнӑ, ҫар аэродромӗнче истребительсене пӑхса тӑнӑ. Ҫавӑнпа та аннен пӗчӗк ачапа хунямӑшӗ патĕнче, урӑхла каласан, пирӗн асанне патĕнче, тӑван ялне пурӑнма куҫма тивнĕ. Кунта анне ялти ҫу заводне ӗҫлеме вырнаҫнӑ. 1956 ҫулта, ҫар службине служит туса пӗтерсен, атте хӑйӗн ҫемйи патне таврӑннӑ. Анне районта малта пыракан пахчаҫимӗҫ ӑсти пулса чапа тухнӑ. Унӑн хисеп хучӗсем нумай. Вӑл ҫулсенче Мелевĕс-Мускавра совхоз пахчи пулнӑ, унта патшалӑх заказӗпе тӗрлӗ пахчаҫимӗҫ культурисем ҫитӗнтернӗ. Пирӗн халӑх пурӑнакан пунктри ытти хӗрарӑмсем пекех, пирӗн анне пире илсе, сахӑр кӑшманӗн плантацийӗсене виҫшер гектар çумланă. Паян анне пирĕн ҫемьере пурӑнать. Эпир Фанур упӑшкапа пилӗк ача ҫитӗнтертӗмӗр, вӗсене, паллах, вӑл пăхса ÿстерме пулӑшрӗ. Ҫапла вара пирӗн аннен Мунира Ханнановнан вунтӑватӑ мӑнук тата мӑнукĕсен ҫирӗм икӗ ачи. Вăл Хисеп грамотисем, "Ĕҫ ветеранӗ", "Анне мухтавӗ" медальсем мар, уншăн пурнӑҫра тӗп награда ачисемпе мăнуксем тесе шутлать.
Ватă кинемее шыраса статья патне сăнӳкерчӗк тӑвас тесе, Мелевĕс-Мускаври пур ачисем патне те кӗрсе тухма тиврӗ. Эпир ӑна сӗтел хушшинче Коран аятне арабла вуласа ларнă май тупрăмăр.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

Ачисем, мӑнукӗсем, мӑнукӗсен ачисем — унӑн тӗп награди
Ачисем, мӑнукӗсем, мӑнукӗсен ачисем — унӑн тӗп награди
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: