Хушăлкари Зинаида Ивановна Михайлова 90 ҫул тултарнин юбилейне ачисемпе паллӑ тунă.
Сайдингпа туллатнӑ тирпейлӗ ҫурт чи пысӑк ял хапхи патӗнчен автомашинапа иртекен пассажирсене, сайра-хутра ҫеҫ иртен-ҫӳренсене хӑйĕн сӑн-сӑпачӗпе тата кил таврашӗнчи территори йӗркипе илӗртет. Кунта нумай ачаллӑ анне тата асанне, кукамай пурӑнать, вӑл кӑҫалхи январь вӗҫӗнче 90 ҫул тултарнин чаплӑ юбилейне паллӑ тунӑ. Ӑна Зинаида Ивановна тесе чӗнеҫҫӗ.
— Манӑн атте-аннесен эпир пилӗк ача пулнă, вӗсенчен халӗ эпӗ ҫеҫ чӗрӗ юлтӑм, - хурлӑхлӑ аса илет ветеран. — 1942 ҫулхи февральте Сталинград фронтӗнче атте пӗр хыпарсӑр ҫухалнӑ чухне эпӗ çичĕ ҫулта ҫеҫчĕ. Анне вара пачах суккӑрччĕ. Эпӗ халӗ те тӗлӗнетӗп, унӑн ҫирӗплӗхӗпе ӗҫченлӗхӗнчен. Вӑл пӗччен пире пурне те ура ҫине тӑратма, лайӑх ҫынсем туса пӑхса ӳстерме пултарчӗ вӗт. Ӑна пула эпӗ халӗ те чӗрӗ те сывах тесе шутлатӑп.
Ватă хĕрарăм хӑйӗн вӑрӑм пурнӑҫӗнче мӗнле ӗҫсем туни ҫинчен каласа парать. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл тантӑшӗсемпе уй-хирти акнӑ тырӑсене ҫумланӑ, "Победа" колхозра тырпул пухса кӗртнӗ чухне ҫурлапа вырнӑ, кӗлте ҫыхнӑ. Хӗрӗх ҫул ытла "Кош-Елгинский" совхозра доярка пулса ӗҫленӗ, унта малта пыракан дояркӑсен шутĕнче пулнӑ.
— 1959 ҫулта эпӗ Александр Фролович Михайлова качча тухрӑм. Унпа эпир сакӑр ача ҫуратса ӳстертӗмӗр: тӑватӑ ывӑлпа тӑватӑ хӗр, — малалла калать Зинаида Ивановна. — Халӗ манӑн 17 мӑнук, мӑнуксен 18 ачи ҫитӗнет. Ҫак кунсенче Чишмара тата тепӗр мӑнук ачи ҫураласса кӗтетпӗр. Эпӗ вӗсемпе пуринпе те мухтанма пултаратӑп. Ман юбилее вӗсем пурте пӗрле пухӑнса Пелепей хулинчи кафере ирттерчӗҫ. Мана ку питĕ килĕшрĕ. Ытларах ман ачасем Ҫурҫӗрте ӗҫлеҫҫӗ те пурӑнаҫҫӗ. Анчах мана та манмаҫҫӗ, пӗр-пӗрин хыççăн час-часах килсе ҫӳреҫҫӗ, пулӑшаҫҫӗ. Хальлӗхе эпӗ хамах пурне те тӑватӑп: пӗҫерме те, çуртра та, кил хушшинче те хам тӗллӗнех пуçтарма тирпейлеме пултаратӑп. Хуҫалӑхра кушакпа шанчӑклӑ тус Дружок йытă ҫеҫ. Чӑхсем пурччӗ, анчах вӗсене пӗлтӗр пӑсара пурне те тытса пӗтерчӗ. Килкартинче шыв тултарнӑ ҫӑлӗ пур. Пӗлтӗр тӑтӑшах ҫумӑр ҫунӑран пӳрт территорине шыв илчĕ. Мана пӗтӗм тӗнчипе ҫӑлса хӑварчӗҫ. Аслӑ ывӑл тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывне таврӑнма, ашшӗн ҫурчӗпе юнашар, урам урлӑ, хальхи пысӑк коттедж лартма шут тытрĕ. Территорине пахча туса тытнă ĕнтĕ, мунча, пысӑк гараж лартрӗ. Ҫапла вара манӑн анне чӑтӑмлӑхӗпе ӗҫченлӗхӗ ман ачасене те пӗтӗмпех куçрĕ пулас.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.