Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял, санăн çыннусем
10 Мартӑн , 11:04

Анне пулни пысăк телей

Яланах пысӑк ҫемьешӗн, ялти культурӑпа массӑллӑ ӗҫ мӗнле пынишĕн тӑрӑшса, ҫав хушӑрах юратнӑ ĕçĕсене кӗске вӑхӑтра ирттерме ӗлкӗрекен Ситекри Елена Валерьевна Иванова 50 ҫулхи юбилей патне ҫывхарса пырать.

Анне пулни пысăк телей
Анне пулни пысăк телей

Яланах пысӑк ҫемьешӗн, ялти культурӑпа массӑллӑ ӗҫ мӗнле пынишĕн тӑрӑшса, ҫав хушӑрах юратнӑ ĕçĕсене кӗске вӑхӑтра ирттерме ӗлкӗрекен Ситекри Елена Валерьевна Иванова 50 ҫулхи юбилей патне ҫывхарса пырать.

Кирек мӗнле ҫемьере унăн членӗсен ырлӑхĕ ытларах ҫемье вучахне упракан тата ӑрӑва малалла тӑсакан хӗрарӑмран килет. Ахальтен каламаҫҫӗ: амӑшӗ мӗнле, ачисем те ҫавӑн пекех тесе.

— Пирӗн ҫемье историйĕ юратнӑ упӑшкапа Иван Ивановпа, маншӑн яланлӑхах тӑван та ҫывӑх пулса тӑнӑскерпе, вӑтӑр ҫул ытла тӑсӑлать ӗнтӗ, — хӑйӗн пысӑк ҫемйи, ӗҫлӗ кунӗсем тата хӑйӗн юратакан ĕçĕсем çинчен калама пуҫлать Елена Валерьевна. — Эпӗ Абдулино хулинче ҫуралса ӳснӗ. Анчах час-часах Ситеке ман аттен аппӑшӗ Надежда Даниловна Семенова патне хăнана килсе çÿреттĕм, вӑл кунта хӑйӗн ҫемйипе пурӑнать. Вӗсем иккӗшӗ те Оренбург облаҫӗнчи Абдулин районӗнчи Кăрминче ҫуралса ӳснӗ.

Аттен аппăшĕ мана пулас упӑшкапа паллаштарчӗ те. Эпир Ваньӑпа туслашрӑмӑр та часах пӗр чӗлхе тупрӑмӑр. Ку вӑхӑт тӗлне эпир дипломлӑ специалистсемчĕ: иксӗмӗр те финанс техникумӗнчен вӗренсе тухнăскерсем. 1994 ҫулхи ноябрӗн 5-мӗшӗнче мӑшӑрлантӑмӑр та Ситекре пурӑнма, ӗҫлеме тытӑнтӑмӑр. Тӑван вырӑнсенчен каясси ҫинчен нихҫан та шухӑшламан.

Хĕрарăм ҫакна ҫирӗп ӗненет: пурнӑҫӑн тӗп пӗлтерӗшӗ, кирек мӗнле хӗрарӑмшӑн та чи пысӑк телей — ҫемье тӑвасси тата ача ҫуратасси. Елена пурнӑҫра хӑйӗн тӗп суйлавне тунă нумай ачаллӑ анне пулса тӑнă. Иванов мӑшӑрсен пилӗк ывӑл та пĕр хӗр.

— Иртнӗ ӗмӗрӗн йывăр 90-мӗш ҫулӗсенче ҫемье çавăрса, эпир упӑшкапа питӗ теветкелленсе пурӑнтӑмӑр. Пысӑк ҫӗршыв ишӗлсе пырать. Колхоз стройӗ те япӑхланчӗ, — аса илет Елена Иванова. — Ачасене ӳстерме йывӑр пулчĕ, анчах шӑпах вӗсем пире алӑ усма памарĕç. Килте кулу, ача кулнине илтни — кирек мӗнле амӑшӗшӗн те калама ҫук пысӑк телей. Упӑшка колхозра тӗп бухгалтерта, унтан пилорамӑра ӗҫлерӗ. Эпӗ ун чухне почтӑра ӗҫлеттĕм. Кӗҫӗн ывӑлсăр улттӑмӗш класра вӗренекен Степансӑр пуҫне, кашни кун райцентрти вӑтам шкула вӗренме çÿрекенсĕр пуçне, ытти ачасем пурте тӑван ялта вӗренчĕç.

Ивановсен аслӑ ывӑлӗ кӑҫал вӑтӑр ҫул тултарать. Хальлӗхе авланман-ха. Вӑл ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан. Лайӑх службӑшӑн орденсемпе медальсемпе наградӑланӑскер. Раҫҫей Хӗҫпӑшаллӑ вӑйсен ҫӗнтерӗвӗпе вӑрҫӑ хирӗҫӗвӗ часах пӗтессе шанаҫҫӗ мӑшӑрсем.

— Боецсем пурте хӑйсен тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем патне таврӑнӗҫ, юратнӑ амӑшӗсене, арӑмӗсемпе ачисене ыталӗҫ. Пирӗн ывӑлсем те часах авланӗҫ, хӗр качча тухӗ. Вӗсем пире кӗтнӗ мӑнуксем парнелĕç. Ҫак ӗненӳ мана тулли пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшать, — тет нумай ачаллӑ анне.

Елена Валерьевнашӑн хӑйӗн пысӑк ҫемйишӗн куллен тӑрӑшнисӗр пуҫне Ситекри Культура çуртӗнчи ĕç те яваплӑ шутланать. Ял ҫыннисемпе пӗр чӗлхе тупма пӗлекенскер, вăл Культура çурчĕн художество ертӳҫи пулса тӑрать, районта тата унӑн тулашӗнче халӑх фольклор, пултарулӑх коллективӗсен тата художество пултарулӑхӗн смотр-конкурссемпе фестивалӗсенче иртекен тӗрлӗ культура-массӑллӑ мероприятисене хастар хутшӑннипе халӑх пултарулӑхне аталантарма тӑрӑшать. Районти культура пайӗн методика кабинечӗн специалисчӗсем хӑйсен Ситекри ӗҫтешӗ ҫинчен ырласа калаҫҫӗ: "вӑл яваплӑха пысӑк туйӑмлӑ тата халӑх промыслисене аталантарас енӗпе питӗ лайӑх ӑстаҫӑ-классем ирттерет тата районти культура мероприятийӗсене хутшӑнать". Елена Валерьевна ӗҫрен пушӑ вӑхӑтра маскировка сеткисем ҫыхма, доброволец-волонтерсен туслӑ командипе пӗрле ятарлă çар операцине хутшӑнакансене гуманитари пулӑшӑвӗ хатӗрлеме пулӑшать.

Тата вăл çыхма юратать. Пӗррехинче унӑн пӗчӗк хӗрӗ Елизавета пукане ҫыхма ыйтнӑ. Хӗрача ҫав тери савӑннă! Халӗ те амӑшӗн пултарулӑхне упрать. Ҫавӑнтан вара алӗҫ ӑстин йĕпписемпе тӗрлӗ тӗслӗ ҫӑмхасем айӗнчен ҫӗршер илемлӗ япала — тӗрлӗ тумлӑ пуканесем тата юмахри тискер кайӑксем — тухнӑ. Елена Иванован ӑстаҫӑ пултарулӑхне килĕштерекенсем те нумай тупӑннă ӗнтӗ. Унӑн ӗҫӗсем хӑйсен оригинальноҫӗпе тата пурнӑҫланин пысӑк пахалӑхӗпе илӗртеҫҫӗ. Талантпа киленекенсем ҫеҫ мар, унӑн ача-пӑча теттисене туянакансем те пур. Ҫавӑнпа та ял ҫыннин, нумай ачаллӑ амӑшӗн, ӑстаҫӑн хӗрарӑм телейӗн чиккисене асӑннӑ май ҫӗр ҫинчи хӗрарӑм телейӗпе юратӑвӗпе тӑнӑҫлӑхӗн илемлӗ представителӗсене пурне те сунас килет.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

 

Анне пулни пысăк телей
Анне пулни пысăк телей
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: