Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял, санăн çыннусем
3 Апрелӗн , 10:43

Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă

Ситекри ялхуҫалӑх производствинчи универсальнӑй ĕçченĕн Вадим Иванович Никитинӑн ӗҫ стажӗ хӗрӗх çул ытла.

Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă

Ситекри ялхуҫалӑх производствинчи универсальнӑй ĕçченĕн Вадим Иванович Никитинӑн ӗҫ стажӗ хӗрӗх çул ытла.
— Вадим Иванович Никитин пек работниксене районти кирек мӗнле хуҫалӑха та кадрсемпе тивӗҫтермелли ылтӑн фонд тесе хӑюллӑнах йышӑнма пулать, - тет "Урожай" ООО ертӳҫи Юрий Иванович Иванов, ӑслӑ та хутла пӗлекен специалист ҫинчен. — Пӗрремӗшӗнчен, вӑл кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă. Вӑл утмӑл виҫҫӗмӗш ҫулпа пырать, анчах вӑл пӗлсе тата кӗске вӑхӑтра темиҫе ӗҫ тума ӗлкӗрет. Мӗншӗн тесен Вадим Ивановичӑн аллисем ылтӑн. Ҫамрӑк чухне бензовоз водителӗнче тӑрӑшнӑ. Унтан питӗ лайӑх тракторист-механизатор пулнă. Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхра çункăç склачӗн заведующийӗ тата механик пулса ӗҫлет. Ҫавна пула К-700 хăватлă тракторӑн ЯМЗ-236 двигательне кӗске вӑхӑтра юсанă. Трактор каллех стройра, уй-хире тухма хатӗр.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

 

 

Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас