Владислав Никитин ялхуҫалӑхӗн пуласлӑхĕ ҫӗнӗ технологисемпе çыхăннине шанать, хӑйӗн квалификацине пӗрмаях ӳстерме тӑрӑшать.
Владислав Никитин ҫӗр ӗҫченӗсен ҫемйинчен. Ҫичӗ ҫул ытла ӗнтӗ «Родник» ОООра вӑй хурать. Ун ҫумне икӗ техника — Кировец К-744 Р-2 тата «Вектор-410» комбайн ҫирӗплетнӗ. Хӗлле Владислав юр тасатнӑ ҫӗрте ӗҫлет.
- Владислав - лайӑх механизатор, техникӑна тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлет, - тет хуҫалӑх ертӳҫи Дмитрий Михайлов. — Тӳрӗ кӑмӑлтан ӗҫлет, техникӑна сӑнать. Ун ҫинчен лайӑххине çеç калама пултаратӑп.
Чӑнах та Владислав ӗҫлекен трактор ҫине пӑхса илни те ҫителӗклӗ: кунта пурте хуҫанни пек, ҫын хӑйӗн ӗҫне юратни, техникӑна хисеплени курӑнать.
Владислав ҫак вырӑнсенче, Йăлпăлак ялĕнче ҫуралса ӳснӗ, ашшӗ уй-хирте мӗнле ӗҫленине ачаранпах курнӑ. Шкул хыҫҫӑн Пелепейри техникумран вӗренсе тухнӑ, вӑл специальноҫпа - техник-механик. Абхазире ҫарта служит тунă хыççăн, яла таврӑннă. Кунта ӑна малашлӑхлӑ специалист вырӑнне хурса хакланă.
Ҫамрӑк пулин те, Владислав техникӑн тӗрлӗ тӗсӗсемпе ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ, тӑпрана ҫемҫетмелли тата тырпул пухса кӗртмелли хальхи технологисене вӗренсе ҫитнӗ. Вӑл ялхуҫалӑхӗн пуласлӑхĕ ҫӗнӗ технологисемпе çыхăннине шанать, хӑйӗн квалификацине пӗрмаях ӳстерме тӑрӑшать.
— Ялхуҫалӑхӗнче хальхи пӗлӳсӗр ниҫта та каймастăн, - тет ҫамрӑк механизатор. — Яланах ҫӗнӗ техника, ҫӗнӗ удобренисем, тӑпрана ҫемҫетмелли ҫӗнӗ меслетсем ҫуралаҫҫӗ.
Кӑҫалхи ҫураки кампанийӗ тӑршшӗпе Владислав Никитин "Кировец" ҫинче "Агратор-8500" ака комплексӗпе ӗҫленӗ. Ҫурхи культурӑсене 1600 гектар акнӑ. Ака вĕçленнĕ хыҫҫӑн техникӑна вырмана хатӗрлеççĕ.
Пушă вăхăтра Владислав техникӑна, уйрӑмах автомобильсене питӗ юратать: вӑл вӗсене юсама ҫеҫ мар, двигателе пӗтӗмпех тишкерме те, пухма та пултарать. Вӑл пур ӗҫе те ӑста. Айгуль мăшăрĕпе тата Денис ывӑлӗпе вӗсем Пишпÿлек ялӗнче, хӑйсен аллипе тунӑ ҫуртра пурӑнаҫҫӗ.
Ҫамрӑк ҫемье ҫутҫанталӑкра канма кӑмӑллать, мӗншӗн тесен вӗсене вăл хавхалану кӳрет, вӑй-халне ҫӗнетет. Ҫутҫанталӑк вӗсемшӗн - энерги ҫӑлкуҫӗ.
Галина ВАРИКОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Галина Варикова.