Михайловкӑри педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Лидия Георгиевна Трофимован икӗ ывӑлĕпе юратнӑ мӑнукӗ Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсен ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫар тивӗҫне тивӗҫлипе пурнӑҫлаҫҫӗ.
Пысӑк та ҫутӑ ҫуртра пурӑнакан хӗрарӑм илемне упраса хӑварнӑскер, Лидия Георгиевна, хӑнасене яланах кӑмӑллӑн кӗтсе илет. Нумай пулмасть эпир ун патне кӗрсе тухрӑмӑр. Эпир ҫак сӑпайлӑ та илемлӗ хӗрарӑм патне ӑнсӑртран пырса кӗмен: унӑн виҫӗ тӑванӗ тата чӗрине ҫывӑх ачисем паян ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнаҫҫӗ.
Калаҫу пынӑ май эпир виҫӗ курс уйрăмлăхпа Пелепейри педучилищĕре пӗрле вӗренни палӑрчӗ. Унтан шӑпа пире салатса янă, ҫур ӗмӗре яхӑн пӗр-пӗринпе тӗл пулман, пӗр-пӗринпе хутшӑнман.
— Эпӗ Пăслăкра ĕҫчен колхозниксен Георгий Александровичпа Юлия Семеновна Михайловсен нумай ачаллӑ пысӑк ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ, унта сакӑр ача пулнӑ, — аса илет Лидия Трофимова. — Атте Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннӑ ҫын — питӗ ҫирӗп те тÿрĕ кӑмӑллӑ пулнӑ. Атте-анне пире ӗҫченлӗхе, ҫемье хаклӑхне, кирек мӗнле ӗҫе те тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлама, ҫавӑн пекех пӗчӗк тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентнӗ. Педучилище пӗтернӗ хыҫҫӑн Егоровка-Мусин пуҫламӑш шкулти пуҫламӑш классен учителӗнче сакӑр ҫул ӗҫлерĕм. 1978 ҫулта Валерий Александровича Михайловкӑна качча тухрăм. Ҫавӑнтанпа ҫак хӑтлӑ та илемлӗ вырӑнта пурӑнатӑп.
Лидия Георгиевна 38 ҫул педагогика ӗҫне халалланӑ. Вунтӑватӑ ҫул Михайловкăри шкул-интернатра вӗрентнĕ. Унтан унӑн карьери вырӑнти вӑтам шкулта малалла тӑсӑлнӑ, унта вӑл кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасене тивӗҫлӗ канӑва тухичченех вӗрентнӗ.
Тӳрӗ кӑмӑлтан тата тухăçлă ӗҫленӗ ҫулсенче Лидия Георгиевнана районти вӗрентӳ пайӗн Хисеп грамотисемпе пӗрре мар паллӑ тунӑ. Унсӑр пуҫне вӑл Пушкӑрт Республикин Вӗрентӳ министерствин Хисеп грамотин хуҫи пулса тӑрать.
— Юратнӑ мӑшӑрпа Валерий Александровичпа чӗрӗк ӗмӗр килӗштерсе пурӑнтăмăр. Ҫак ҫутӑ та пысӑк ҫурта туса лартрăмăр. Шел пулин те, вӑл 2002 ҫулта вилчĕ, — хурлӑхлӑн малалла калать Лидия Георгиевна. — Тӑватӑ ача пӑхса ӳстертӗмӗр: виҫӗ ывӑлпа Татьяна хӗр. Упӑшкапа эпир тӑван ҫӗршывӑн чӑн-чӑн патриочӗсене ҫитӗнтернӗ теме пулать, мӗншӗн тесен вӗсем пурте хӑйсен çемйисемпе Михайловкӑра пурӑнаҫҫӗ. Халӗ вӗсен хӑйсен ачисем ҫитӗнеҫҫӗ. Манӑн тӑватӑ хĕрача мӑнук тата пилӗк арçын ача мӑнук. Ывӑлсем пурте ҫарта службӑра тӑнӑ. Чӗре чӗннипе, хӑйсен аслашшӗсем пек, каллех Тӑван çӗршывӑн саккунлӑ интересӗсене хӳтӗлеме тӑчӗҫ. Александрпа Андрей ывӑлсем паян ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсен иккӗшӗн те правительство наградисем — Паттӑрлӑх орденӗсемпе медалӗсем пур. Пурте ман килте ятарласа тунӑ шкатулкӑра упранать. Вӗсемпе танах ман мӑнук Антон та, Александрӑн аслӑ ывӑлӗ те ҫапӑҫать. Антон шкул хыҫҫӑн Пелепейри ял хуҫалӑх техникумне пӗтерчӗ. 2022 ҫулхи июнӗн 30-мӗшӗнче ӑна ҫара чӗнсе илчĕç. Санкт-Петербург хулинче ҫулталӑк тăршшĕ связист пулса служит тунă хыҫҫӑн РФ Оборона министерствипе контракта алӑ пусрĕ. Ҫапла вара, вӑл та 2023 ҫултанпа СВОна хутшӑнать. Кӑҫалхи февральте кӗске вӑхӑтлӑха отпуска килчӗ. Хальлӗхе вӑл авланман-ха, анчах унӑн чӗришӗн хаклӑ тусĕ пур. Хальхи вӑхӑтра Антон Курск облаҫне Украинӑри национализмла формированисенчен хӑтарма хутшӑнать. Эпӗ хамӑн ачасемпе мӑнуксемпе мӑнаçланатăп! Вӗсем манӑн пурте тивӗҫлӗ ҫынсем!
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.