Пишпÿлек ялӗнчи ӗҫ ветеранӗ Геннадий Лукич Никоноров ҫак пархатарлӑ чӗрчунсене юратни ҫинчен каласа парать.
Ял ҫӗрӗнче юлашки 30—40 ҫул хушшинче ял ҫыннисен хӑнӑхнӑ та васкамасӑр-виҫсе пурнӑҫ йӗркинче тӗпрен улшӑнусем пулса иртрӗҫ. Ялсем ула-чӑла профнастилпа сайдинг тӑхӑнчĕç, мунчасене кӑна вутӑпа хутаҫҫӗ, урамсене мото-автотранспортпа пӗвеленӗ, уй-хире вара кӑткӑс электроникӑпа пуянлатнӑ хӑватлӑ тракторсемпе комбайнсем сухалаҫҫӗ. Техника прогресӗ тахҫан лаша кӳлнӗ урапасемпе ӗсӗклевсене, ҫуна-вутӑпа енчӗксене пӗр шелсӗр иртнӗ вӑхӑта хӗссе кӑларчӗ. Кашни ялта лаша кӗтӗвӗпе тулнӑ витесем шавланӑ вӑхӑтсем иртсе кайрӗҫ. Халӗ вара лаша курни сайра тӗл пулать.
— Эпӗ ҫитмӗл икӗ ҫул тултартӑм, анчах хама ватӑ ҫын тесе шутламастӑп, — хӑй нумай ҫул хушши лашасене юратни ҫинчен кулкаласа каласа парать Геннадий Лукич, ҫемҫе ларкӑч ҫинчен ҫӑмӑллӑн сиксе анса.
Пирӗн ӑнсӑртран пулнӑ тӗлпулу Пишпÿлекре пулса иртрӗ. Мана хирӗҫ васкамасӑр, сӑмса айӗн темскер юрласа, пӗр лаша хӑвачӗпе кӳлнӗ резина шинӑллӑ компактлӑ косарка ҫинче мӑнаҫлӑн ларса пырать.
— Ҫанталӑк уяртнӑ пек пулчӗ те, эпӗ хамӑн участока иккӗмӗш хут ҫулма кайса килме шутларӑм. Ҫурла уйӑхӗнчи ҫумӑрсем тинех чарӑнмалла пулӗ тетӗп. Килте лашасӑр пуҫне выльӑх картиш тулли: ӗне, вӑкӑр тата сурӑхсем, вӗсене хӗл каҫмалӑх ҫителӗклӗ утӑ хатӗрлемелле. Чӑхсем те пур-ха.
Ветеран пенсие тухсан выльăх-чĕрлĕх усрама йывӑрланса пынине пӗлтерет. Ҫавӑнпа чылай ял ҫынни хушма хуҫалӑхран пӑрӑнать, картасем тӑлӑххӑн пушанса лараҫҫӗ. Кӗтӳ сайралать, кӗтӳ черечӗ ӳсет. Ҫава-литовкӑпа уя тухакансем çукпа пĕрех. Анчах Геннадий Лукич хӑйӗн кил-йышӗнчен уйрӑлма шутламасть. Чи малтанах вара хӑйӗн урхамахне парӑнса пурӑнать. Воронока вӑл тиха чухнех илнӗ, пăхса ӳстернӗ. Тур ăйăр çирĕм ҫулта ӗнтӗ.
— Пӗчӗкренех лашасемпе маташма юратрӑм. Пиллӗкмӗш класран пуҫласа, колхоз ӗҫӗсенче ӗҫлесе, лашасене лавсене кӳлнӗ. Ҫулсеренех утӑ ҫулнӑ, тыр-пул пухса кӗртнӗ вӑхӑтра аслисемпе тан тӑрӑшнӑ. Манӑн юратӑва лашасем туйрӗҫ, яланах мана пулăшрĕç, итлерӗҫ, хӑйсен юнтармӑш йӑлисене кӑтартмарӗҫ, — аса илет Геннадий Никоноров. — Мирный хулинче стратегиллӗ тӗллевлӗ ракета ҫарӗсенче ҫар хӗсметӗнче тӑнӑ чухне кӑна 1971 ҫултан пуҫласа 1973 ҫулччен манӑн ҫак питӗ ӑслӑ та ӗҫчен чӗр чунсенчен уйрӑлмалла пулчĕ. Салтакран таврӑнсан вӑтӑр ҫула яхӑн райпора ҫӑкӑр турттаракан пулса ӗҫлерĕм. Район центрӗнче халӑх уявӗсене паллӑ тунӑ чухне эпир Воронокпа хамӑра питӗ кирлӗ тесе шутлатпӑр. Ачасене Çӗнӗ ҫул уявӗсенче тата Ҫӑварнире ҫуна ҫинче шӑнкӑрав сассипе ярӑнтарсах тӑратпӑр. Ҫулла вара яланах районти Акатуйне хутшӑнатпӑр, пӗкӗлмене хӑюсемпе, шӑнкӑравпа илемлететпӗр, ҫилпе ярӑнас текенсене килте тӗртнӗ палассемпе витнӗ урапа ҫине лартса ярăнтаратпăр.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.