Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял, санăн çыннусем
3 Декабрӗн , 12:44

Ҫӗр мана сиплет

Хуртвăрманти Лидия Никитина хӑйне телейлӗ ҫын тесе шутлать.

Ҫӗр мана сиплет
Ҫӗр мана сиплет

Хуртвăрманти Лидия Никитина хӑйне телейлӗ ҫын тесе шутлать.

Манӑн калава малтанах пӗр ахаль, ҫав вӑхӑтрах хӑйне уйрӑм хӗрарӑм ҫинчен çырма шухӑшласа хунӑччĕ. Ӗҫӗ акӑ мӗнре: ун ҫинчен кӑна уйрӑммӑн ҫырма ниепле те май килмест. Мӗншӗн тесен вӑл общество ячейкин — ҫемьен уйрӑлми пайӗ. Вӗсен ҫемйисен пахалӑхӗ чи пӗрремӗш вырӑнта хӑйсен йӑли-йӗркипе, ӑс-тӑнпа воспитани шайӗпе.

Лидия Никитина район центрӗнчен инҫех мар вырнаçнă пысӑках мар Хуртвăрман ялӗнче пурӑнать, унта халĕ алла яхӑн çын пурӑнать. Лидия Витальевнапа эпир тахҫанах, вӑл районти вӑрлӑх инспекцийӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтранпах, паллашнӑ. Паллашнӑччӗ, анчах ун ҫинчен эпӗ питӗ сахал пӗлнӗ иккен, анчах та халĕ ӑна тепӗр енчен хам валли уҫрăм. Вӑл Магнитогорск хулинче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗне вӑрҫӑ юхӑннӑ хыҫҫӑн пӗр завода юсама хулана ӑсатнӑ. Фронтпа ҫапӑҫусем Уралтан аякра иртнӗ пулин те промышленноҫ предприятийӗсем питӗ кивелсе ҫӗтӗлнӗ, ӗҫлекен алӑсем ҫитмен. Вӑт çапла Хуртвăрманта ҫуралса ӳснӗ Виталий хулана кайнӑ. Унта вырӑнти вырӑс пикипе паллашнă, авланнă. Часах Лида ятлӑ хӗрĕ ҫуралнă. Хӗрӗ тӑватӑ ҫул тултарсан ҫемье пирӗн района ҫемье пуҫӗн тӑван ҫӗршывне куҫса килет. Кил-ҫурта тирпейлеççĕ, вырӑнти колхозра ӗҫлесе пурӑнма тытӑнаҫҫӗ. Лидия ашшӗ тӗрлӗ ӗҫре — конюхра, тимӗрҫӗре — ӗҫленӗ. Пирӗн калав геройӗн ача-пӑчапа яшлӑх ҫулӗсем ялта иртнĕ. Лида ачаранах хӑйне евӗрлӗ илемлӗ вырӑнсенче ҫӳреме юратнӑ. Вӑл ҫак ҫут ҫанталӑка тата ҫак илеме юратса пӑрахнӑ. Çулсем ҫитсен, шкула вӗренме кайнă, Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулта вӗреннӗ. Шкула ҫуранах ҫÿренĕ: мӗн унта, ултӑ километр ҫеç. Вунӑ ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухнă. Пишпÿлекри машиносчетнӑй станцинче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫакӑн пек организаци пулнӑ, унта районти мӗнпур организацисенчен бухгалтерсен экономикӑпа финанс тата ҫавӑн йышши ытти информацие пухса хатӗрленӗ. Хӑйне евӗр сервер. Ун чухне ун пек сӑмах асра та пулман-ха.

Пӗр ҫурхи кун Лидӑпа тантӑшӗ ӗҫрен ҫуранах таврӑннӑ чухне унӑн малашнехи пурнӑҫӗпе шӑпине палӑртнӑ самант пулса иртнӗ. Шух хӗрсем хуллен ял еннелле утнă, шӳтленĕ, кулнă. Сасартӑк вӗсем хыҫҫӑн икӗ каччӑ хӑвӑрт-хӑвӑрт утса ҫывхарнине асӑрханă. Хӗрсем малтан хӑраса ӳкнĕ, анчах сӑнран пӑхман. Ҫамрӑксем хӗрсене хӑваласа ҫитнĕ, кӑмӑллӑн сывлӑх суннă та сӑмах хыҫҫӑн сӑмах пуҫланă. Часах ҫамрӑксенчен пӗри сывпуллашнă та каялла Пишпÿлек еннелле кайнă. Иккӗмӗш вара — шух, хаваслӑ, ҫӳллӗ, тӗреклӗ каччӑ — хӗрсемпе юнашар утнă. Иван, ҫапла чӗннĕ йӗкӗте, вăл калаҫма юратакан та хӑюллӑ иккен. Хӗрсене тӗрлӗ интереслӗ те кулӑшла историсемпе савӑнтарнă. Хӗрсем ӑҫтан килнине, мӗн тунине ыйтса пӗлнӗ. Сасартӑк те шӳтлесе, те чӑнласах хӗрсемпе тин ҫеҫ пӗрлешнӗ попутчик ыйтнă: «Качча кайма шутламастӑр-и-ха вара?» Хӗрсем те аптрашса тăман, сӑмах хыҫҫӑн кӗсьене кӗмен. Лида шӳтлесе ҫапла хуравланă: «Никам та качча илмест вĕт. Акӑ эсӗ, илетӗн пулсан, эпӗ сана качча тухатӑп». Ун чухне вара кам пӗлме пултарнă-ха: акӑ ҫакӑн пек икӗ ҫамрӑк ҫын калаҫни шӳт кӑна мар, чӑн-чӑн хутшӑнусен пуҫламӑшӗ, унтан ӗмӗрлӗхе пысӑк юрату, пĕрремĕш тата юлашки пуласса. Ҫав кунах каҫхине ҫапла хӑюллӑн шӳтленӗ ҫамрӑк каччӑ хӗр патне килне ҫитнӗ, хăйĕн мотоциклпе. Каччӑ Пушкӑрт ял хуҫалӑх институчӗн механика факультечӗн пиллӗкмӗш курс студенчӗ Иван Никитин иккен, вӑл Тельман ячӗллӗ колхозра диплом умӗнхи производство практикине иртнӗ. Ун чухне ялта ҫамрӑксем, уйрӑмах хӗрсем, нумай пулнă. Иван черетпе хӑйӗн «тимӗр урхамахӗпе» хӗр-пикесене ярӑнтарнă. Лида айккинче тӑнă, хӑйӗн тантӑшӗсем ҫакӑн пек йӑпанупа кӑмӑллӑ пулса савӑннине, кулнине шӑппӑн сӑнанă. Малай Лидӑна асӑрхаса ун патне пынă та ярӑнма сӗннĕ. Малтан хӗр килӗшмен, анчах кайран каччӑн ҫирӗп кӑмӑлне хирӗҫ тӑрайман, килӗшнӗ. Мотоцикл ял тулашӗнче вырнаҫнӑ пӑрҫа ани енелле ҫул тытнă. Ҫамрӑксем чарӑннă, ем-ешӗл сӗткенлӗ пӑрҫа чӑмланă, тем ҫинчен хӗрсех калаҫнă. Тепӗр кунне Иван каллех килнӗ, анчах пурне те мотоциклпа ярӑнтарман. Иванпа Лида тӗл пулма пуҫланă, хирти чечексен шӑршипе тулнӑ улӑх-ҫаран тӑрӑх уҫӑлса ҫӳренĕ. Ҫапла ҫу та иртнӗ, пиллӗкмĕш курсра вӗренекен студентӑн производство практики вӗҫленнӗ, вӑл Уфана малалла наука гранитне кӑшлама кайнӑ.

Ноябрь уйӑхӗн пӗр каҫхине Лида ашшӗ ӗҫрен килне те витерен, те тимӗрҫӗ лаҫҫинчен килнӗ. Арҫыннӑн кӑмӑлӗ лайӑх, кӑмӑлӗ кӑштах çемçе пулнă. Хӗрӗ ҫывӑрма выртма хатӗрленнӗ ӗнтӗ — ыран ирех ӗҫе тӑмалла-çке. Ашшӗ пӗр ҫаврӑм та тепӗр ҫаврӑм утса ҫӳремен, хӗрне хальлӗхе ҫывӑрма ан вырт тенӗ. Мӗн пулнине йӗркеллӗ ӑнлантарма та ӗлкӗреймен, алӑкран шакканă, пӳрте темле палламан ҫынсем килсе кӗнĕ. Анчах... вӗсен хушшинче пӗр паллакан ҫын пулнă — Иван, унӑн Иванӗ. Иван кӑнтӑрлах яла килсе кайнă иккен, хӑйӗн савнă хӗрӗн ашшӗпе тӗл пулнӑ, ашшӗн пехилне илнӗ. Акӑ халӗ ашшӗ мӗншӗн ҫавӑн пек лайӑх кӑмӑл-туйӑмлӑ пулни паллӑ пулнă. Каҫхине вара çураçма килсе те çитнĕ. Ҫапла Ҫӗнӗ ҫулта туй туса пӗрле пурӑнма тытӑннă. Ҫапла майпа Иван Константиновичпа Лидия Витальевна Никитинсен ҫӗнӗ ҫемйи ҫуралнӑ. Упӑшкин ял хуҫалӑх институтне пӗрле вӗренсе пӗтернĕ. Кӗркуннепе пĕрремĕш ывӑлӗ Алексей çуралнă. 1970 ҫулта институтран вӗренсе тухнă хыҫҫӑн Иван Константиновича ҫар хӗсметне чӗннӗ. Служба Сахалинта иртнĕ. Икӗ ҫул служба взвод командирӗнче иртнӗ. Виҫҫӗн хӗсметре тӑнӑ: ашшӗ, амӑшӗ тата пӗчӗк ывӑлӗ. Лида малтан ачипе килте ларнӑ, унтан апат-çимĕç лавкинче кассир пулса ӗҫлеме тухнӑ. Иван Константинович лайӑх шутра пулнӑ. Ҫамрӑк командира салтаксем хисепленӗ, пӗрле ӗҫленӗ юлташӗсем хушшинче авторитет пулнӑ. Служба вӗҫленес вӑхӑт та ҫитсе пынă. Иван пӗчӗк тӑван ҫӗршывне таврӑнасса чӑтӑмсӑр кӗтнĕ, ӑна хӑйӗн юратнӑ ӗҫӗ туртнă. Часть ертӳлӗхӗ малалла ҫар службинче юлма сӗннӗ, ҫамрӑк арӑм та ҫӗнӗ вырӑна, ҫӗнӗ туссене хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ. Анчах арҫыннӑн хуравӗ пӗрре пулнӑ: «Эпӗ ял хуҫалӑх ӗҫченне вӗреннӗ, ҫӗр ҫинче ӗҫлетĕп». Киле таврăнсан Иван Константиновича районти пысӑк тата малта пыракан хуҫалӑхсенчен пӗрне — Максим Горький ячӗллӗ колхоза — тӗп инженера лартаҫҫӗ. Колхоз çамрӑк специалист ҫемйине Пăслăкра хваттер панӑ, унта вӗсем сакӑр ҫул пурӑннӑ. Çамрăк инженер хӑйӗн мӗнпур пӗлӗвӗпе вӑйне хуҫалӑхӑн техника базине ҫирӗплетме панӑ. Хут пӗлекен специалиста тӳрех асӑрханă, сӗнӳ-канаш ыйтнӑ. Вӑл хаваспах пулӑшнӑ, ыйтакансене пурне те пулăшнă. Хисепре пулнӑ. Арăмӗ хуҫалӑхпа аппаланнă, садра, пахчара ӗҫлеме юратнӑ. Унăн ӳсен-тӑран ӳстерес туртӑмӗ уҫҫӑнах палӑрнă. Ҫакна асӑрхасан мӑшӑрӗ ӑна вӗренме сĕннĕ. Ҫапла Лидия Витальевна Аксенти ял хуҫалӑх техникумне вӗренме кӗнĕ. Диплом ӗҫне хӳтӗленĕ, ун чухне ҫуралнӑ хӗрӗпе Иринӑпа — агроном дипломне илнĕ. Тӳрех специальноҫпа ӗҫлеме тӳр килмен, шкулта ĕçленĕ, колхозра кассирта. 1980 ҫулта Никитинсен ҫемйин кун-ҫулӗнче тепӗр ҫаврӑм пулса иртет. Иван Константиновича Тельман ячӗллӗ колхоз председательне çирĕплетеççĕ. Ун чухне колхоз тӑватӑ бригадӑран тӑнӑ. Хуҫалӑх ӳсен-тӑран тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнӗ: сӗт, аш-какай туса илнӗ. Бригадӑсенче ĕне тата сысна ӗрчетекен фермӑсем пулнӑ. Ҫӗнӗ ертӳҫӗ валли ĕç мăй таран, ӗлкӗр кӑна. Председатель малтанхи кунсенчех ӗҫе кӳлӗннĕ: ирхи тата каҫхи сӑвӑма çÿренĕ, механизаторсен килӗштерсе ĕçлессине йӗркеленĕ. Уй-хир ӗҫне нумай тимлӗх уйӑрнӑ. Юрать-ха, ҫумра арӑм агроном пур. Иван Константинович яланах хӑйӗн мӑшӑрӗ сӗннине итленӗ. Ирхи тӑватӑ сехетре вӗсем пӗрле ирхи сӑвӑма çÿренĕ. Пишпÿлеке пурӑнма куҫсан Лидия Витальевна районти вӑрлӑх инспекцине инспектор пулса ӗҫе вырнаҫнӑ. Лаборанткӑра, аслӑ лаборанткӑра ҫулсем иртнĕ, 2006 ҫулта вӑрлӑх инспекцийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса темиҫе ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн тивӗҫлӗ канӑва кайнă. Вӑрлӑх инспекцийӗн агроном-инспекторӗн ĕçĕ вӑрлӑх материалӗн пахалӑхӗн тĕрĕслевĕнче пулнӑ, хуçалăхсем тӑрӑх тухса ҫӳреме, вӑрлӑх упрамалли условисене тӗрӗслесе тӑма, вăрлăх материалпа ӗҫлекен агрономсемпе специалистсене вӗрентме тивнӗ. Унсӑр пуҫне учет туса отчетсем тумалла пулнӑ, ҫаксене пурне те алӑ вӗҫҫӗн тата лаборатори условийӗсенче пурнӑҫланӑ.

Никитинсем малтан Пишпÿлекре пурӑннӑ. 1994 ҫулта Хуртвăрмана ҫурт лартма шутланă та тума пуҫланă. Икӗ ҫултан пысӑк та анлӑ ырӑ ҫурта туса пĕтернĕ, ҫемье ҫӗнӗ ҫурта пурӑнма куҫнă. Акӑ ӗнтӗ вӑтӑр ҫула яхӑн «ҫӗр ҫинче» пурӑнать, кил хуҫи хӗрарӑмӗ хӑй калашле. Шел те, Иван Константинович темиҫе ҫул каялла ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Лидия Витальевна хуйхăрнă, анчах ҫак ҫухатӑва чӑтса ирттернӗ, ара, килӗштерсе хӗрӗх икӗ ҫул пурӑннӑ-ҫке. «Качча кайса кун-ҫулӑра унпа ҫыхӑнтарнӑшӑн ӳкӗнместӗр-и?» тесе ыйтсан, ӑслӑ-тӑнлӑ, упӑшкине чунтан парӑннӑ хӗрарӑм пӗр шухӑшласа тӑмасӑр ҫапла хуравларӗ: «Пачах та çук, унӑн характер тӗлӗшӗнчен хитре енсем нумай пулнӑ. Вӑл мана нихӑҫан та кӳрентермен, эпир пӗр-пӗрне хисеплеттӗмӗр, юрататтӑмӑр, телейлӗ пурнӑҫ пурӑнса виҫӗ ача ҫуратса ӳстертӗмӗр. Эпӗ пурнӑҫра ҫавӑн пек ҫынна, никампа улӑштарма ҫук арҫынна тӗл пулнӑшӑн питӗ савӑнатӑп». Иван Константинович хӑйӗн мӑшӑрӗшĕн яланах пулăшупа тӗрев тупнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗнче килти хуҫалӑхри пӗтӗм ӗҫ пулнӑ, юрать-ха, ачисем юнашар пулнӑ, амӑшне пулӑшнӑ, ĕçлесе ӳснӗ. Выльӑх-чӗрлӗх усранӑ, ҫӗрулми, пахча ҫимӗҫ, сад лартнӑ. Ҫулла унӑн картишӗ чечек ӑшне путать, ҫӗрулми ӳсекен лаптӑкра пӗр ҫум курӑк та кураймӑн. Килте чечек нумай. Садра улма-ҫырла йывӑҫҫисемпе тӗмӗсем ҫимӗҫ кӳреҫҫӗ. Ачисем — асли Алексей, хӗрӗ Ирина тата кӗҫӗн ывӑлӗ Евгений —пурнӑҫра тахҫанах хăйсен вырăнне тупнă ӗнтӗ. Пурте лайӑх пӗлӳ илнӗ, ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ.

Лидия Витальевна пӗчченех пурӑнать, анчах ачисем мӑнукӗсемпе, вӗсем тӑваттӑн, хӑнана килеҫҫӗ, амӑшӗ мӗнле пурӑннине, сывлӑхӗ мӗнле пулнине ыйтса пӗлме шӑнкӑравламан кун та пулмасть. Ачисем амӑшне хӑйсем патне пурӑнма чӗнеҫҫӗ. Анчах Лидия Никитинашӑн ял, ҫӗр вӑл — темле тӑван. Унпа калаҫнӑ чухне эпӗ вӑл ҫӗр ҫинчен ҫапла пăлханса калаҫнине темиҫе хутчен те асӑрхарӑм — анчах унӑн пурнӑҫӗн уйрӑлми пайӗ ҫинчен каланӑ пек. «Ирхине тӑратӑп та картишне тухса ҫӗр ҫине пусатӑп, ҫӗр сиплет мана», — тет вӑл. Лидия Витальевна хӑйне тивӗҫлипе телейлӗ ҫын тесе шутлать. Тӗрӗссипе, вӑл ҫын-оптимист, хаваслӑ, питӗ вашават калаҫакан ҫын.

Киле кайнă май çак тӗлӗнмелле хӗрарӑмран уйрӑлнӑ чухне эпӗ хама Лидия Витальевна Никитинапа тӗл пулса ҫак кӑмӑллӑ, ырӑ та уçă кӑмӑллӑ ҫынпа хутшӑнса лайӑх та ҫӑмӑл пулса кайнӑ текен шухӑш тытрӑм. Ӑна ырӑ кӑмӑллӑх, хаваслӑх тата ҫӗре юратни пек пахалӑхсем нихӑҫан та пӑрахса ан кайччӑр тесе пӗтӗм чӗререн сунатӑп. Унӑн чунӗпе чӗре ӑшши ачисене, мӑнукӗсене, вӗсен ҫывӑх ҫыннисемпе тусӗсене яланах пӗрле ӑшӑттӑр.

Гази МУХАМЕТОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Гази Мухаметов.

Ҫӗр мана сиплет
Ҫӗр мана сиплет
Автор: Марина Иванова
Читайте нас