Çутă çул
-5 °С
Юр
Пур хыпар та
Ял, санăн çыннусем
3 Нарӑсӑн , 12:52

Митрофановсем — сывӑ пурнӑҫ йӗркипе общество хастарлӑхӗн тӗслӗхӗ

Пăслăк ялӗнчи Алексей тата Дария Митрофанов мăшăрсем йӗлтӗрпе чупассипе, ишессипе тата волейболпа кӑсӑкланаҫҫӗ, ҫавӑн пекех ялти общество пурнӑҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Митрофановсем — сывӑ пурнӑҫ йӗркипе общество хастарлӑхӗн тӗслӗхӗ
Митрофановсем — сывӑ пурнӑҫ йӗркипе общество хастарлӑхӗн тӗслӗхӗ

Пăслăк ялӗнчи Алексей тата Дария Митрофанов мăшăрсем йӗлтӗрпе чупассипе, ишессипе тата волейболпа кӑсӑкланаҫҫӗ, ҫавӑн пекех ялти общество пурнӑҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Пӗррехинче калаҫура Пăслăк ял Совечӗн специалисчӗсем Пăслăк ялĕнчи Митрофановсен ҫамрӑк мӑшӑрне пысӑка хурса хакларӗҫ. Вӗсене ырӑ кӑмӑллӑ та пулӑшма хатĕр, яланах вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма, яла тирпей-илем кӗртес ӗҫе хастар хутшӑнма хатӗр ҫынсем тесе хакларĕç. Ҫавӑн пекех вӗсен сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнса тӑнине тата общество ӗҫӗсемпе пуҫарусене хастар хутшӑннине палӑртрĕç. Кун пирки эпир вӗсен килӗнче пулса курса ӗненес терӗмӗр.
Верандӑра ҫак ҫемьен пур членӗсем валли меллӗ ҫирӗплетнӗ пластик йӗлтӗрсем тӳрех куҫ умне лекрӗҫ, коридорта хӗллехи атӑ-пушмакран уйрӑммӑн йӗлтӗр пушмакӗсем тӑраççĕ.
— Эпир аттепе аннен виҫӗ пӗртӑван ывăл ҫитӗннӗ, эпӗ — вӑтамми, — хӑйӗн туслӑ ҫемйи ҫинчен каласа парать ҫемье пуҫӗ Алексей Геннадьевич ҫирӗп алӑ тытнӑ хыҫҫӑн. — Атте М.Горький ячӗллӗ колхозра крановщикра ӗҫленӗ, кайран вара мӗн пенсие тухичченех районти газучастокӗнче газовик пулса вӑй хунӑ. Пирӗн юратнӑ анне вырӑнти вӑтам шкулта пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ пулнӑ. Шкул хыҫҫӑн эпӗ те физкультура учителӗ пулма шут тытрӑм. Стерлитамакри физкультура техникумне вӗренме кӗтĕм, вӗренсе тухрăм. Ҫара кайиччен Пăслăк ялĕнчи Культура çурчӗн районти чи пысӑк спорт залӗнче спортинструкторӗнче ĕçлерĕм. Унтан мана сроклӑ ҫар службине чӗнчӗҫ. Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи Чикӗ ҫарӗсене Амур облаҫне Шимановск хулине хӗсмете лекрĕм. Ҫар хыҫҫӑн спортинструктор должноҫӗ çукчĕ, районти шкулсенче физруксем кирлӗ марччĕ, ҫавӑнпа та ҫул ҫинче тепӗр хут вӗренкелесе, айккинче ӗҫ шырама тиврӗ: Пишпӳлекре пластик чӳречесен монтажникӗ пулса ӗҫлерĕм, унтан Ҫурҫӗре ӗҫлеме тухса кайрăм.
Алексей Митрофанов Пăслăк ял Совечӗн депутачӗ шутланать. Хальхи вӑхӑтра Пишпӳлек ялӗнчи 68-мӗш пушар ҫӑлав чаҫӗнче ҫӑлавҫӑ пулса вӑй хурать. Вӑл отделени командирӗ шутланать. Кунта 2019 ҫулта вырнаҫнӑ.
— 2013 ҫулта Йăлпăлак ялӗнчен хитре хӗре качча илтӗм. Дария ун чухне Пелепей хулинчи ача садӗнче воспитатель пулса ӗҫлетчĕ. Эпир унпа ҫулталӑк тăршшĕ туслă çÿрерĕмĕр. Ҫапла вара унӑн алли-чӗрине пурнӑҫлама пултартӑм, — ҫамрӑк ҫемье чӑмӑртаннӑ самантсене йӑл кулса аса илет Алексей Митрофанов. — Эпир Пăслăкра пурӑнма тытӑнтӑмӑр. Дария вырӑнти «Солнышко» ача садне воспитатель пулса ӗҫлеме вырнаçрĕ. Часах пирӗн Артем ывӑл ҫуралчӗ. Паян вӑл улттӑмӗш класра вӗренет. Тепӗр пилӗк ҫултан ҫемье Ксения хĕрпе пуянланчӗ. Вӑл ӗнтӗ вырӑнти вӑтам шкулта иккӗмӗш класра вӗренекен. Ачасем пире вӗренӳре тата спортра ҫитӗнӳсемпе савӑнтараҫҫӗ. Ҫак пысӑк та ҫутӑ хӑтлӑ ҫурт асатте участокӗнче ларать. Ӑна атте-анне пулӑшнипе эпир 2017 ҫулта туса лартрӑмӑр, вырнаҫрӑмӑр. Килти пур хуралтӑсене те ҫӗнӗрен тума тиврӗ. Ку хӑйне евӗр пысӑк чун туртӑмӗ пулса тӑчӗ. Ҫулсерен ҫуллахи-кӗрхи тапхӑрта дежурствӑран тата ӗҫрен пушӑ вӑхӑтра райцентрти ӑста пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе строительство ӗҫӗпе аппаланатпӑр: хамӑр строительство бригадине йӗркелерӗмӗр. Нультен мунча, картасем, ҫуртсем те тӑватпӑр. Килти юсав ĕçĕсем та тӑватпӑр. Ҫапла пирӗн алӑсем кичемлӗхе пӗлмеҫҫӗ. Хӗлле вара ҫемйипех йӗлтӗр ҫине тӑратпӑр та виҫӗ —пилӗк ҫухрӑм дистанцисем тухатпӑрах. Пишпӳлеке час-часах çÿретпĕр, унта «Парус» спорт шкулне ишме ҫӳретпӗр.
Ҫак кӗске хутшӑнуран ҫамрӑк ҫынпа пӗртен-пӗр, анчах питӗ лайӑх пӗтӗмлетӳ пулчĕ: ял тӑрӑхӗнче сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракан, строительство ӗҫне кӳлӗнекен, ача-пӑча ӳстерекен ырӑ кӑмӑллӑ ҫамрӑксем пурри питӗ аван. Эппин, ялта пуласлӑх пур!
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Митрофановсен харпӑр архивӗнчен.

 

Митрофановсем — сывӑ пурнӑҫ йӗркипе общество хастарлӑхӗн тӗслӗхӗ
Митрофановсем — сывӑ пурнӑҫ йӗркипе общество хастарлӑхӗн тӗслӗхӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас