Çутă çул
-20 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял, санăн çыннусем
6 Нарӑсӑн , 12:06

Юсав ӗҫӗсенче универсал

Алексей Егоров - универсаллӑ тата юсав ӗҫӗсенче никампа улӑштармалла мар ĕçчен.

Юсав ӗҫӗсенче универсал
Юсав ӗҫӗсенче универсал

Алексей Егоров - универсаллӑ тата юсав ӗҫӗсенче никампа улӑштармалла мар ĕçчен.
Пăслăк ялĕнчи Александр Милютин хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн юсавпа трактор мастерскойӗнче механизаторсенчен пӗри куллен юсав ӗҫӗсемпе аппаланать. Кунта вутӑпа ӑшӑтакан пысӑк тимӗр кӑмака ларать, ҫавӑнпа та хӗл тапхӑрӗнче ял тӑрӑхӗнчи тӗрлӗ ӗҫре тата сӗт-ҫу ферминче тӑтӑшах ӗҫлеттерсе тракторсем тӑракан анлӑ пӳлӗмре ӑшӑ, механизаторсем валли канма, апат ҫиме майсем туса панӑ. Эпир килнĕ вӑхӑтра кунта универсаллӑ тата юсав ӗҫӗсенче никампа улӑштарман Алексей Егоров вӑй хуратчĕ.
- Пӗтӗм техника пирӗн юсаннă, ҫавӑнпа та вӑл ҫу сӗрме тата кулленхи хӑнӑхнӑ техпăхăва ҫеҫ ыйтать, - тет Алексей Николаевич. — Прицеплӑ оборудованин тӗп юсав ӗҫӗ ҫуркунне ҫитсен ака-суха ӗҫӗсем пуҫланиччен пуҫланать. Халӗ те юсав ӗҫӗпе аппаланатпӑр, анчах ку вак-тӗвек кӑна. Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхӑн сӗт-тавар ферминчи сумалли агрегачӗн вакуумлӑ насосне юсатӑп. Маларах токарь станокне юсарăм.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

 

 

 

Юсав ӗҫӗсенче универсал
Юсав ӗҫӗсенче универсал
Автор: Марина Иванова
Читайте нас