Çутă çул
+29 °С
Облачно

Тӑван Пăслăк ялне юратнине пӗлтернӗ

Хӑйӗн гаражӗнче пур ĕçе те ӑста Алексей Поликарпов хӑйӗн укҫипе тӑван Пăслăк ялӗн 300 ҫулхи юбилейӗ тӗлне илемлӗ арт-объект туса хунӑ.

Тӑван Пăслăк ялне юратнине пӗлтернӗТӑван Пăслăк ялне юратнине пӗлтернӗ
Тӑван Пăслăк ялне юратнине пӗлтернӗ

 

Хӑйӗн гаражӗнче пур ĕçе те ӑста Алексей Поликарпов хӑйӗн укҫипе тӑван Пăслăк ялӗн 300 ҫулхи юбилейӗ тӗлне илемлӗ арт-объект туса хунӑ.

Ҫӗршывӑн, республикӑн тата пирӗн районӑн малашлӑхӗ пур, мӗншӗн тесен креативлӑ шухӑшлакан тата универсаллă — кирек мӗнле сферӑра та ӗҫлеме тата харпӑр производство ыйтӑвӗсене татса пама хатӗрленнӗ ҫамрӑк çынсем пур. Чи пӗлтерӗшли: вӗсем яланах чунтан тӑвакан йывӑр вӑй-хал ӗҫӗнчен хӑрамаҫҫӗ. Пăслăк ялӗнче пурăнакан вӑтӑр саккӑрти Алексей Поликарповпа ҫывӑх паллашса калаҫнӑ хыҫҫӑн шӑпах ҫапла шухӑшларăм.

— Пирӗн Леонид Егоровичпа Надежда Ивановна Поликарповсен юратнӑ атте-аннен ҫемьере виҫӗ ача — икӗ ывӑлпа хӗр, — тет алӑ тытса паллашнӑ хыҫҫӑн çирӗп усадьба хуҫи — Подгорная урамӗпе пурăнакан пӳрте чӗнсе.

Хапха патӗнче, ҫамрӑк каччӑн хӑй тӗллӗнлӗхне тата вăй-халне палӑртнӑ евĕр, уйрӑм секторта техника тӗрӗслевӗ валли хатӗрленӗ, картинка ҫинчен хатӗрленӗ пек, МТЗ Беларуҫ-82.1 кустӑрмаллӑ, КУНлӑ тата ҫӗнӗ сӑрӑ шӑрши кӗрекен пысӑк урапаллӑ трактор, ҫавӑн пекех «Мерседес» шурӑ автомобиль-внедорожник самаях илем кÿреҫҫӗ.

— Александр шӑллӑм та ҫемйипе Пăслăкра пурӑнать. Унӑн ывӑл Дима ҫитӗнет, — тет Алексей. — Пӗлтӗр эпир атте-аннепе тата тӑвансемпе пӗрле тытӑнтӑмӑр та Сашан ҫемйине ҫӗнӗ илемлӗ ҫурт туса лартрӑмӑр. Йӑмӑк Алена ҫемйипе Уфара пурӑнать. Унӑн та ывӑл ӳсет. Манӑн ҫак ҫурта вара эпир пӗтӗм тӑвансемпе пӗрле 2018 ҫулта туса лартрӑмӑр. Вӑл Поликарповсен йӑх вырӑнӗнче пирӗн атте ҫуралса ӳснӗ асатте ҫурчӗпе юнашар тӑрать. Халӗ унта Лидия Егоровна кинемей пурӑнать. Кам кама сӑнанине те пĕлсе çитейместĕн: эпир ун хыҫҫӑн-и е вӑл пирӗн хыҫҫӑн!

Алексей кухньӑри калаҫура хӑй ҫинчен тата хӑйӗн киленĕвӗсен тӗнчи ҫинчен каласа пачӗ кӑна мар, хӑйӗн хушамачĕ мӗнле пулса кайни ҫинчен каласа пама ӗлкӗрчӗ. Пăслăкра мӗн авалтан çирӗп те ӗҫчен Захаровсем пурӑннӑ иккен. 1917 ҫулхи революци хыҫҫӑн, шӑпах раскулачивани процесӗ вӑхӑтӗнче, репрессисене лекмессе Алексей мӑн аслашшӗ хушаматне илсе улӑштарнӑ, çавăнпа Захаровран Поликарпов пулса тӑнӑ. Вӑл, тен, ҫавӑнпа чӗрӗ юлнӑ та пулӗ.

— Ӗҫченлӗх мана тата пур тӑвана та, паллах, хӑйсен мӑн аслашшӗсенчен йӑхран йӑха куҫнӑ. Захаровсене те, Поликарповсене те ӗҫсӗр аптракансем, ĕçлеме пĕлменскерсем тесе пирӗн ялта никам та нихӑҫан та каламасть, — калаҫӑва малалла тӑсать Алексей Леонидович (çамрӑк каччӑ ӑна пурте ятпа кӑна мар, ашшӗ ячӗпе те чӗнме тивӗҫлӗ ӗнтӗ). — М.Горький ячĕпе хисепленекен колхоз арканнӑ хыҫҫӑн, эпӗ ҫурҫӗрелле нефтяниксем патне ӗҫе кайрӑм. Вахта мелӗпе 16 ҫул ĕçлетĕп ӗнтӗ. Ман тӗслӗхпе часах шӑллӑм та пычӗ. Сашӑпа иксӗмӗр пӗр техникӑпа пӗрле ӗҫлетпӗр, пӗр-пӗрне вахтӑпа улӑштаратпӑр. Сезонсем хушшинче иксӗмӗр те тӑван яла килсен мӗн тума пултарнине пурне те аттепе аннене тата Александр Милютинӑн вырӑнти хресчен (фермер) хуҫалӑхне çураки тата вырма ӗҫӗсем ирттернӗ вӑхӑтра пулӑшатпӑр. Эпир кирек мӗнле техникӑпа та — автомобильпе, тракторпа тата комбайнпа ӗҫлеме пултаратпӑр. Пирӗн Пăслăк ял Совечӗн территорийӗнче 38 гектар лаптӑкра хамӑрӑн пай ҫӗрĕсем те пур. Унта атте ертсе пынипе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетме тулă культурисемпе нумай ҫул ӳсекен курӑксене акса выратпӑр. Атте-аннен мӑйракаллӑ шултра, мӑйракаллӑ вӗтӗ выльӑх, кайӑк-кĕшĕклĕ мини-ферми пур. Манӑн хамӑн хуҫалӑхра тракторсӑр пуҫне КАМАЗ çăк автомобилӗ тата ҫӗр ӗҫне тата тӗрлӗ тиевсем ирттерме кирлӗ мӗнпур оборудовани пур. Хамăн гаражра кирек мӗнле ӗҫ хатӗрӗ те пур, ĕçлемелли токарь станокӗ лартнă.

Малашнехи калаҫуран тӑван ялне пӗр эрне маларах вахтӑран килнӗ Алексей патне, арт-объект тӑвас пултарулӑх процесӗ вӑхӑтӗнче, кӗтмен ҫӗртен гаражне хуҫалӑх ӗҫӗсемпе Пăслăк ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Юрий Александрович Васильев килсе кĕнĕ. Туса пӗтернӗ — металран шăратнă, сӑрланӑ — илемлӗ «Эпӗ сана юрататӑп, Пăслăк!» арт-объекта курсан, ӑна чи паллӑ вырӑнта ҫийӗнчех вырнаҫтарса хурасси пирки тӳрех каланă та ҫапла пӗлтернӗ «...пулас фотозона валли ҫак паллă вырӑнпа пурне те, ял ҫыннисене, юбилей уявӗсене хатӗрленме — Пăслăк ялӗ 300 ҫул тултарнине старт парӗҫ, ӑна ҫитес ҫул анлӑ паллӑ тӑвӗҫ. Ун валли ӗҫсем вара нумай тумалла — ӗҫсем вĕçĕ-хĕррисĕр!»

— Пирӗн, Захаровсен те, Поликарповсен те, техникӑпа тӑван ҫӗре ҫеҫ мар юратупа туртӑм палӑрать. Эпир пултарулӑхпа тата таврари тӗнче ҫине хамӑр мӗнле пӑхнине мӗнле те пулин палӑртма пултаратпӑр. Ку пирӗн юнра пур. Пӗр сӑмахпа, эпир пурте хамӑр шайри тата илеме ӑнланакансем. Ҫакӑнтан та киленетпӗр. Ҫакӑн евӗр арт-объектсем районти чылай ял-хулара пур ӗнтӗ. Эпӗ ҫапла шутларӑм: вӑл пирӗн патра та пултӑр. Пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вахтӑран килсен никама каламасӑрах шухӑшланине пурнӑҫа кӗртме тытӑнтӑм. Акӑ апрелӗн 21-мӗшӗнче эпир Виталий Ильич Иванов кӳршӗпе ӑна ялти нумай функциллӗ клуб умне вырнаҫтартӑмӑр. Пурте начар мар тунă теҫҫӗ. Мана вара ҫакӑнтан чӗрене кӑмӑллӑ ҫеҫ. Пăслăксем хӑйсен ялне питӗ юратнине пӗлетӗп эпӗ, анчах ҫакна кашниех хӑйне май палӑртать.

Тухса каяс умӗн илемлӗ майлаштарнӑ кухньӑна, уйрӑмах хӑйне евӗрлӗ ҫутӑллӑ кухня маччине пӑхса илнӗ хыҫҫӑн сасартӑк савӑт-сапа тата кухня хатӗрӗсем хумалли ҫӳлӗксем ҫинче ылтӑн кубоксем, асӑнмалӑх парнесене асӑрхарăм. Çамрăк кил хуҫи вӗсене спорт ҫитӗнӗвӗсемшӗн мар, ударлӑ ӗҫӗшӗн тата «ННК-Печоранефть» компанин холдингӗнче темиҫе хутчен те, тӗрлӗ ҫулсенче пани ҫинчен сӑпайлӑн каласа пачӗ. Ҫак холдинг президенчӗ пирӗн ентеше, чи лайӑх ӗҫчен тесе, компании ятĕнчен пилӗк Хисеп грамотипе, лайӑх укҫа наградисемпе чысланă. Анчах Поликарпов Ҫурҫӗрте кӑна паллӑ мар. Ăна районта та тӗрлӗ ҫулсенче тиев туртарассипе икӗ хут чемпион тесе йышӑннӑ иккен, тырпул вырнӑ чухне ҫапассипе виҫӗ хутчен чи лайӑх комбайнер пулнӑ, Пишпÿлек районӗн чи лайӑх сухаҫӑсен хушшинче суха енӗпе чемпионӗ пулса тӑнӑ. Унӑн Андрей ывӑлĕ ҫитӗнет. Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче юратнӑ мӑшӑрӗ Алексей Леонидовича Уфан перинаталь центрӗнче тӳрех икӗ хӗр ҫуратса йӗкӗреш парнеленӗ. Ҫапла вара Пăслăкра икӗ пикене нумайланнă. Ак ҫакӑн пек лайӑх ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ пысӑк чӑваш ялӗнче.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.

 

Тӑван Пăслăк ялне юратнине пӗлтернӗ
Тӑван Пăслăк ялне юратнине пӗлтернӗ
Тӑван Пăслăк ялне юратнине пӗлтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас