Çутă çул
+21 °С
Облачно

Журналистикӑна каясшӑн пулнă, тухтӑр пулса тӑнă

Пишпÿлекри тĕп район больницин медицина енӗпе тӗп врач ҫумӗ тата врач-эндоскопист Ирина Валерьевна Назарова профессионализм тата çынсене тимлӗ пӑхни ӗҫтешӗсен хисепне, пациентсен тавне тивӗҫнӗ.

Журналистикӑна каясшӑн пулнă, тухтӑр пулса тӑнăЖурналистикӑна каясшӑн пулнă, тухтӑр пулса тӑнă
Журналистикӑна каясшӑн пулнă, тухтӑр пулса тӑнă

Пишпÿлекри тĕп район больницин медицина енӗпе тӗп врач ҫумӗ тата врач-эндоскопист Ирина Валерьевна Назарова профессионализм тата çынсене тимлӗ пӑхни ӗҫтешӗсен хисепне, пациентсен тавне тивӗҫнӗ.
— Эпӗ Йăлпăлак ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ, атте-аннен тӑватӑ ача. Анне вырӑнти шкулта ӗҫлетчӗ, атте «Октябрь» колхозӑн тӗп инженерӗнче вăй хуратчĕ, — каласа парать Ирина Назарова. — Тӑххӑрмӗш класчен тӑван ялти шкулта вӗреннӗ. Вырӑс чӗлхипе литературине питӗ юрататтӑм. Манӑн тӗрлӗ темӑпа сочиненисем начар мар пулатчĕç. 2000 ҫулта, ҫӗршывра 1941-1945 çулсенчи Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 55 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ чухне, эпӗ шӑпах Пушкӑртстанри тӑххӑрмӗш класра вӗренекенсен хушшинче ҫар темипе ҫырнӑ сочиненисемпе республика олимпиадин ҫӗнтерӳҫи пулса тӑтӑм. Вара эпӗ пулас профессие суйласси пирки шухӑша кайрӑм, журналист пулма шутларӑм. Пишпÿлекри 2-мӗш вӑтам шкултан аттестатра лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухрăм.
Кунта малашнехи калавран ҫакӑ паллӑ пулчĕ: республикӑра профессиллӗ журналистсене хатӗрлекен аслӑ шкул пулман, педвуз хыҫҫӑн шкулта филологра ӗҫлес килмен унӑн. Вара хӗр Уфари медуниверситета вӗренме кӗрет. Хӑй суйласа илнӗшӗн вӑл халӗ пӗрре те ӳкӗнмест. Чирлӗ ҫынсене тӗрлӗ чир-чӗрпе кӗрешме, ҫӗнтерме професси тӗлӗшӗнчен пулӑшу пама май пуррипе ӑна врач профессийӗ питӗ килӗшет.
— 2009 ҫулта БГМУ сиплев факультетӗнчен вӗренсе тухрăм, — сӑмахне малалла тӑсать Ирина Валерьевна. — Тепӗр ҫултан акушерствӑпа гинекологи интернатурине вӗҫлерӗм. Тӑван района таврӑнтӑм. Ҫапла вара 2011 ҫултан пуҫласа 2022 ҫулччен Пишпÿлекри тĕп район больницинче акушер-гинеколог тухтӑрӗнче ӗҫлерĕм. Пысӑк улшӑнусем 2022 ҫулта эндоскопист тухтӑр хушма специализаци илме шут тытсан пулса иртрĕç. Ҫавӑн чухнех тӗп врачӑн медицина енӗпе ӗҫлекен ҫумӗн должноҫне пӗрлештерме тытӑнтăм. Кашни кун эпир эндоскопист кабинечӗн медицина сестрипе Инна Петровна Федотовапа пациентсене вар-хырӑм ҫулӗн чирӗсене тупса палӑртма тӗрӗслетпӗр. Пирӗн кабинета хальхи медицина оборудованийӗпе тивӗҫтернӗ. Ӑна 2023 ҫулта республикӑри сывлӑх сыхлавне ҫӗнетмелли тӗллевлӗ программа шайӗнче илнӗ. Ҫавна пула, ҫавӑнтанпа Пишпÿлек районӗнче чирсене, ҫав шутра онкологи чирӗсене те, чирсен чи малтанхи тапхӑрӗсенче диагностикӑлама май нумайланнӑ.
Ирина Валерьевна — виҫӗ ача амӑшӗ. Аслӑ хӗрӗ Ульяна кӑҫал Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулӑн вуннӑмӗш класне лайӑх паллӑсемпе пӗтернӗ. Вӑл хальлӗхе пулас профессие суйласа ҫул юппинче. Унӑн тухтӑр та, юрист та пулас килет. Ывӑлӗ Илья саккӑрмӗш класран лайӑх паллӑсемпе вĕренсе тухнă, Ярослав кӑҫал пӗрремӗш класа кайӗ. Вӑл амăшне яланах ача-пӑча кӗнекисем вулама ыйтать.
Ирина Назаровапа калаҫса сывпуллашнӑ хыҫҫӑн Пишпÿлекри тĕп район больницин тӗп тухтӑрӗн Марат Фанилович Абдуллинӑн шухӑшне пӗлес килчӗ. Медучреждени ертӳҫи палӑртрӗ «...Ирина Валерьевна пациентсене сыватма патшалӑх гарантийӗпе килӗшӳллӗн район халӑхне медицина пахалӑхлӑ пулӑшӑвӗ йӗркелес енӗпе хушнӑ ӗҫшӗн чунӗпе ҫунать. Вӑл специалист тухтӑрпа манӑн заместитель пек улшӑнми кӑна». Райбольница ертӳлӗхӗ пирӗн геройӑн професси пахалӑхӗсене яланах лайӑх енчен палӑртать. Ӑна район администрацийӗн Хисеп грамотипе тата Тав ҫырӑвӗпе, ПР Сывлӑх сыхлав министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов
Сăнÿкерчĕк çинче: Инна Федотова тата Ирина Назарова.

 

Журналистикӑна каясшӑн пулнă, тухтӑр пулса тӑнă
Журналистикӑна каясшӑн пулнă, тухтӑр пулса тӑнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас