Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
5 Августӑн 2020, 13:46

Республикăра тухса тăракан хаçат-журналсене срокчен ҫырăнма пулать

Пушкӑртстанра кӑҫалхи ҫур ҫул хакӗсемпе республикӑра тухса тăракан хаçат-журналсене срокран малтан çырăнасси старт илнĕ. Раҫҫей Почтин клиенчӗсем 2021 ҫулхи малтанхи ултӑ уйӑхлӑха Пушкӑртстанра пичетлесе кӑларнӑ хулари тата районти пичет кӑларӑмӗсене ҫырӑнса илме пултараҫҫӗ.

Федераллĕ тата республикӑри хаçат-журналсене срокран малтан çырăнас кампани июлĕн 1-мӗшӗнчен пырать. Ҫак тапхӑрта традиципе podpiska.pochta.ru сайтра тата Раҫҫей почтин мобильлӗ приложенийӗнче те çырăнма пулать. Сервиссен навигацийĕ пире шырав йӗркинче темӑпа, алфавитпа, интерессемпе журналсемпе хаçатсене суйласа илме май парать, вӗсене ҫырăнас ӗҫ вара темиҫе минут кӑна пулать. Хаçат-журналсене ҫавӑн пекех хут каталогӗ тӑрӑх тата почтальон урлӑ та ҫырма пулать. Августӑн 31-мӗшӗччен тӑсӑлакан акцие 1100 ытла кӑларӑм хутшӑнать, вӗсенче — федераллĕ пӗлтерӗшлӗ 330 хаҫатпа журнал. Ҫавӑн пекех Пушкӑртстанра пичетлесе кӑларнӑ республикӑри, хулари тата районти пичет кăларăмĕсем, обществӑпа политика массăллă информаци хатересем, бизнес-хаҫатсем, йӑлтӑркка журналсем, йӑпату, професси, отрасль тата ытти кӑларӑмсем.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: