Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Çырăнтару
18 Ноябрӗн 2020, 10:54

Миçен эпир?

1939 çулта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланичченхи тапхăрта Совет Союзĕнче 47,5 миллион çамрăк пурăннине кăтартса панă. Вăл шутран 23,2 миллионĕ – каччăсем, 24,3 миллионĕ – хĕрсем.

Вăрçă хыççăн 1959 çулта çыравçăсем СССРти 53,1 миллион çамрăка шута илнĕ. Ку йышра 26,4 миллионĕ арçын ачасем, 26,8 миллионĕ хĕрачасем пулнă. Официаллă майпа мăшăрланнисем вăл вăхăтра 19,9 миллион çын шутланнă (пĕтĕм çамрăксен 37 проценчĕ). 11,5 миллион хĕрарăм (447-шĕ 14 çулта пулнă) хăйсене качча кайнă тесе палăртнă, 8,4 миллион арçын ача авланнă (14 çултисем 175 çын). Вăл вăхăтра Совет Союзĕнче 14–28 çултисем çамрăк çын шутланнă. Хальхи Раççей çĕршывĕнче – 14 çултан пуçласа 30 çулччен.
2010 çулхи çыравра 14–30 çултисем пирĕн çĕршывра 36,3 миллион çын шутланнă, вĕсенчен – 18,4 миллион арçын ача тата 17,9 миллион хĕрача. Вăтамран кашни 1000 арçын пуçне 1163 хĕрарăм пулнă. 9,6 миллион çамрăк официаллă майпа мăшăрланнă. Ку вара пĕтĕм çамрăксен йышĕн 37 проценчĕ. Анчах 5,5 миллион хĕрарăм хăйне качча кайнă, 4 миллион арçын кăна авланнă тесе пĕлтернĕ.
Хальхи вăхăтра Раççейре тата Пушкăртстанра миçе çамрăк пурăнать? Вĕсен çемье çавăрас, ача çуратас шухăш-кăмăлĕ мĕнле улшăннă? Йăлтах Пĕтĕм Раççейри çитес халăх çыравĕнчен пĕлĕпĕр. Вăл 2021 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен пырать.
Читайте нас: