Çамрӑксен «Вектор» центрӗнчи общественнăçпа ӗҫлекен специалист Галина Кудряшова хаçата алăра тытса вулама юратать.
Район пурнӑҫӗ, пӗтӗмӗшле илсен, ял хуҫалӑхӗ, хыпарсем, пулса иртнисем, ӗҫ коллективӗсемпе уйрăм çынсем, ыйтусем, таварсемпе пулӑшу ӗҫӗсен рекламисем ҫинчен каласа пани — ҫакна пурне те "Ҫутӑ ҫул" хаçат страницисенче курма тата вуласа тухма пулать. Кулленхи кунсен хĕвĕшĕвӗнче районта тата унӑн тулашӗнче мӗн пулса иртни ҫинчен информацин тӗп ҫӑлкуҫӗсӗр юлмалла мар.
Эпир редакцие кӗрекен кашни вулаканшӑн савӑнатпӑр. Тӑван хаҫата коллективпа пулӑшса тӑракансем уйрӑмах пархатарлӑ ĕç тăваççĕ. Пӗрремӗшсен шутӗнче "Вектор" ҫамрӑксен центрӗн ӗҫченӗсем, вĕсем 2022 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫуллӑх альтернативлӑ хаçат ҫырчӗҫ. Редакцирен хаҫата хӑй тӗллӗн илекенсем валли эпир темиҫе ҫул хушши альтернативлӑ ҫырăнтару йĕркелетпĕр ӗнтӗ, вӑл меллӗ пулнипе килĕшет çынсене.
— Эпӗ кашни ҫулах альтернативлӑ майпа ҫырăнса илетӗп. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен район хаҫатне алӑра тытса вулама меллӗрех. "Ҫутӑ ҫула" эпӗ кӑна мар, манӑн ывӑл та, атте-анне те вулать. Кунта яланах интереслӗ те усӑллӑ информаци нумай. Мана статьясем ҫырма килӗшет тата вӗсене час-часах "Ҫутӑ ҫул" хаҫатра пичетлеҫҫӗ, — каласа парать ҫамрӑксен "Вектор" центрӗнчи общественность енӗпе ӗҫлекен специалист Галина Кудряшова.
"Ҫутӑ ҫул" хаҫат редакцийӗнче 2022 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫул валли альтернативлӑ çырăнма пулать. Ултӑ уйӑха çыранмалли хакĕ — 550 тенкӗ. Меллĕ самантпа усă курăр!
Карина ПАВЛОВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Галина КУДРЯШОВАН архивĕнчен.