Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Çырăнтару
11 Ноябрӗн 2021, 15:39

Атте-анне пехилленĕ чăваш чĕлхине упрар

«Чăвашра юман та чăвашла кашлать» — хăйĕн никĕс-несĕлĕпе, тăван енпе мăнаçланса каланă чăваш, «Чăваш чĕлхи — чĕкеç чĕлхи, чăваш юрри — чун уççи» — тăван чĕлхене, халăх юрри-ташшине юратса танлаштарнă халăх, «Чăваша маннă чăваш — çухалнă пуртă аври» — çын вăйĕн çăлкуçĕ тăван халăхра пулнине асăрхаттарса каланă авалтан.

Атте-анне пехилленĕ чăваш чĕлхине упрар
Атте-анне пехилленĕ чăваш чĕлхине упрар

Çĕршыври халăх тата наци йышне, социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне пĕлме пулăшакан çырав тапхăрĕ вĕçленсе пырать. Унăн кăтартăвĕсем çĕршывра пурăнакансен нумай ыйтăвне татса пама тата малашлăхри аталану çул-йĕрне палăртма пулăшĕç. Эпир, пĕр-пĕринпе чăваш чĕлхипе хутшăнакансем, паллах, чăваш чĕлхи тăван чĕлхе тесе палăртатпăр. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан ывăл-хĕрсене, мăнуксене /вырăсла калаçсан та/ ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ чăваш пулсан вĕсем ниепле те вырăс пулма пултарайманнине ăнлантарса памаллах. Хамăр несĕлсене манар марччĕ. Чăвашлăхăн малашнехи аталанăвĕ пирĕнтен килнине асра тытар.
Аса илтеретпĕр, маларах онлайн çырава ноябрĕн 8-мĕшĕнче вĕçлеме пăхнăччĕ. Ноябрĕн 14-мĕшĕччен çыравçăсем урлă кăна хăв çинчен пĕлтерме май пурччĕ. Раççей статистикин ертÿçин çумĕ Павел Смелов пĕлтернĕ тăрăх, çырав патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче ноябрĕн 14-мĕшĕччен тăсăлать. Апла пулсан пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн электронлă анкетисене кашни харпăр хăй тĕллĕн асăннă кунчченех тултарма пултарать.

Атте-анне пехилленĕ чăваш чĕлхине упрар
Атте-анне пехилленĕ чăваш чĕлхине упрар
Автор:
Читайте нас: