Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
28 Декабрӗн 2023, 12:26

Район хаҫачĕ парнесем вылятрĕ

Фортуна 30 çырăнакан ҫине пӑхса йӑл кулнă — шӑпах хӑйӗн вулаканӗсем валли хаҫат ҫавӑн чухлӗ парне хатӗрленӗ.

Район хаҫачĕ парнесем вылятрĕ
Район хаҫачĕ парнесем вылятрĕ

Ҫӗнӗ ҫул умӗн районти "Светлый путь" хаҫат редакцийӗнче хаçат çырăнса илекенсем хушшинче призсем вылятнă. Ӑна 2024 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫула çырăннă тата çырăнни çинчен квитанцисен копийӗсене ярса панӑ хаҫат вулакансем хушшинче ирттернӗ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, вӑййа хаçат çырăнакансем пулӑшнипе ирттернĕ. Ятсене çырнă билетсене, район кӑларӑмӗпе нумай вӑхӑт туслӑ пурӑнакан вулакансем туртса кăларнă. Хальхинче редакцие 300 ытла квитанци килнӗ.
Фортуна 30 çырăнакан ҫине пӑхса йӑл кулнă — шӑпах хӑйӗн вулаканӗсем валли хаҫат ҫавӑн чухлӗ парне хатӗрленӗ. Выляв ҫӗнтерӳҫисен списокӗ:
Шарафуллина Н.К. (райпо) — икерчӗ пĕçермелли çатма (22 см);
Леонтьев А.Д. (Михайловка ялĕ) — икерчӗ пĕçермелли çатма;
Хабибуллина М. (Аит ялĕ) — кӗпе-йӗм типӗтмелли сушилка;
Никитина М.С. (Йăлпăлак ялĕ) - хупӑллӑ контейнер;
Михайлова Л.Г. (Йăлпăлак ялĕ) — хупӑллӑ контейнер.;
Новикова Л.П. (Хушăлка ялĕ) — лимонница;
Кудряшова А.А. (Пишпÿлек ялĕ) — лимонница;
Акимова В. Д. (Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗ) — контейнер (тăваткăл);
Петров Юрий В. (Пишпÿлек ялĕ) - кӑкшӑм Bistro;
Юсупова Люция (Йăлпăлактамак ялĕ) - кӑкшӑм;
Валиуллина Л.С. (Пишпÿлек ялĕ) — пресс-френч;
Бурангулова Л.М. (Пишпÿлек ялĕ) — "Фриго" хупӑллӑ кӑкшӑм;
Нагимова Д.М. ("Журавушка" ача сачӗ ) — ваза;
Захарова И.Н. (Пишпÿлек ялĕ) — ӳт щетки;
Низамова Н. (Михайловка ялĕ) - тӳркӗтеслӗ тирӗк;
Николаев С.П. (Пишпÿлек ялĕ) — стакансен пуххи;
Хисматуллина З. (Кăркан ялĕ) — силикон форми;
Саватнеев Э. Ф. (Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗ) - силикон форми;
Гатауллин Н.Г. (Пишпÿлек ялĕ) - кĕпе-йĕм ҫунă чухне ямалли шар;
Гафаров Г.С. (райпо) — улма-ҫырла хумалли савăт;
Зиязетдинова В.И. (Пишпÿлек ялĕ) - плед;
Яхина А.Т. (Пишпÿлек ялĕ) - плед;
Иванова О.В. (Михайловка ялĕ) - чуста касмалли форма;
Васильев А.В. (Пишпÿлек ялĕ) - кĕпе-йĕм çумалли порошок хумалли контейнер;
Саяхова Н.А. (Пишпÿлек ялĕ) — сахӑр савӑчӗ;
Файзуллина А. (Пишпÿлек ялĕ) — хупӑллӑ сахӑр савӑчӗ (варени вази);
Сираев Г. Р. (Кунаккăл ялĕ) — менажница Venice;
Федотов М. (Пишпÿлек ялĕ) - FR-544 сахӑр савӑчӗ;
Иванова А.Е. (Йăлпăлак ялĕ) - кастрюль;
Едиханов Р.Р. (Пишпÿлек ялĕ) — минтер пичĕсем.
Хисеплӗ вулакансем, выляса илнĕ призсене "Светлый путь" редакцинче илме пултаратӑр. Çак адреспа Пишпÿлек ялĕ, Советская урамӗ, 31-мĕш çурт. Паспорт, ИНН, СНИЛС копийӗсене хăвăрпа илсе килмелле.
Хаҫат редакцийӗ вылява хутшӑнакансене пурне те тав тӑвать, ҫӗнтерӳҫӗсене саламлать.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Екатерина Захарова.

 

 

Район хаҫачĕ парнесем вылятрĕ
Район хаҫачĕ парнесем вылятрĕ
Район хаҫачĕ парнесем вылятрĕ
Район хаҫачĕ парнесем вылятрĕ
Район хаҫачĕ парнесем вылятрĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: