Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
20 Августӑн , 12:02

Маскировка сеткисем СВО зонинче питĕ кирлине пурте пĕлеççĕ

Хамăрăннисене пăрахмастпăр.

Маскировка сеткисем СВО зонинче питĕ кирлине пурте пĕлеççĕ
Маскировка сеткисем СВО зонинче питĕ кирлине пурте пĕлеççĕ

 

Йăлпăлактамакра пурӑнакан ятарлă çар операцине хутшăнакан кӗске вӑхӑтлӑха отпуска килнĕ. Ял ҫыннисемпе тӗл пулса, вăл передовойри ҫапӑҫусемпе служба ҫинчен каласа панă. Ҫапла, йывăр, каласа парать вăл, анчах лартнӑ задачăсене боецсем пурне те пурнăçлаççĕ. Йăлпăлактамакра пурӑнакансем ӑна икӗ маскировка сетки панă, вĕсене боец хӑйпе пӗрле спецопераци иртекен зона илсе каять.

Хальхи вӑхӑтра СВО зонинче чи кирлисенчен пӗри маскировка сетки пулнине пурте пӗлеҫҫӗ, ҫавӑн пекех 2023 ҫулхи ноябрьтенпе пуҫласа "Все для фронта — Бижбуляк" ушкӑнра сеткă явмалли материалсем валли укҫа-тенкӗ пуҫтарман. Апла пулин те пунктсем пӗр кунлӑха та хӑйсен ӗҫне пӑрахмаççĕ, салтаксене куллен сеткăсем ярса параҫҫӗ. Паянхи кун вара сеткăсене ҫыхмалли никӗссем пӗтсе пыраççĕ. Анчах "Пӗтӗм тӗнчери гуманитари пулӑшӑвӗн кунӗ" "В ажуре" лавка хуçисем Гнатюксен ҫемйи пулӑшу пама йышӑннă та 80 маскировка сетки валли никӗс туяннă, пӗтӗмпе 50 000 тенкӗлĕх. Вӗсене пысӑк тав тӑватпӑр, вӗсен пулӑшӑвӗ ҫемьери сывлӑхпа ырлӑхпа таврӑнтӑр.

 

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

"Все для фронта — Бижбуляк" ушкăнăн социаллă сетьри страницинчен.

 

Маскировка сеткисем СВО зонинче питĕ кирлине пурте пĕлеççĕ
Маскировка сеткисем СВО зонинче питĕ кирлине пурте пĕлеççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: