Çутă çул
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
26 Августӑн , 11:34

Максим Забелин СВО геройӗ ҫинчен каласа панă

Максим Забелин соцсетьсенче ҫапла ҫырнӑ: Олег Муфтахутдиновпа эпӗ «Защитники Отечества» фондӑн регионти филиалӗнче паллашрӑм.

Максим Забелин СВО геройӗ ҫинчен каласа панă
Максим Забелин СВО геройӗ ҫинчен каласа панă

Максим Забелин соцсетьсенче ҫапла ҫырнӑ: Олег Муфтахутдиновпа эпӗ «Защитники Отечества» фондӑн регионти филиалӗнче паллашрӑм. Вӑл СВО ветеранӗ, фондӑн социаллӑ координаторӗ пулса ӗҫлет. Хурҫӑ характерлӑ, кулма юратакан каччӑ.

Олег 2022 ҫулхи октябрьтен пуҫласа СВОна хутшӑннӑ. Фронтра штурмлакан отряд командирӗн заместителӗ пулнă. Артемовска штурмланӑ чухне çар заданине пурнӑҫланӑ вăхăтра йывӑр аманнӑ. Вӑл сывалнă, анчах аллине сыхласа хӑварма пултарайман.

Ку ҫамрӑк ҫынна парӑнтарман. Олег нумай вӑхӑт хушши сывалнӑ, реабилитаци иртнĕ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫне тата ытларах хаклама пуҫланӑ, хӑйне ытти ҫынсене пулӑшма шутланине пĕлтернĕ. Ҫапла вӑл "Защитники Отечества" фондӑн социаллӑ координаторӗ пулма йышӑннӑ. Олег йӗлтӗрпе чупассине тата биатлона хӑй вӑхӑтӗнче хастар хутшăннă. Ҫак дисциплинӑсемпе Раҫҫей спорт мастерӗн ятне ҫӗнсе илнӗ. Халӗ республикӑн сборнăй командине ҫӗҫӗ ывăтмалли спорт мелӗпе кӗрет.

Максим Забелин каланӑ тӑрӑх, «Защитники Отечества» фондӑн Пушкӑрт филиалӗнче спецопераци витӗр тухнӑ ытти ветерансем те ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен шăпине лекнӗ йывӑрлӑхсем вӗсен характерне ҫирӗплетнӗ, пиҫӗхтернӗ. Арҫынсем общество ӗҫне, ачасене ҫарпа патриот воспитанийĕ парас ӗҫе тӑваҫҫӗ. Ҫитӗнсе пыракан ӑрӑва Тӑван çӗршыва юратмалли ҫинчен вĕсем каласа памасан, кам каламалла?

https://mgazeta.com/news/novosti/2024-08-23/maksim-zabelin-rasskazal-o-gepoe-svo-3896963

 

 

Максим Забелин СВО геройӗ ҫинчен каласа панă
Максим Забелин СВО геройӗ ҫинчен каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: