Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
26 Августӑн , 11:37

Путин РФ Украинӑпа чикки патӗнче ҫапӑҫакан командирсен доклачӗсене итленĕ

#владимирпутин

Путин РФ Украинӑпа чикки патӗнче ҫапӑҫакан командирсен доклачӗсене итленĕ
Путин РФ Украинӑпа чикки патӗнче ҫапӑҫакан командирсен доклачӗсене итленĕ

#владимирпутин

Путин РФ чиккинчи çар задачисене татса паракан командирсен доклачӗсене итленĕ. РФ Президенчӗ Владимир Путин Украинӑпа чикӗ хӗрринчи территорисенче çар задачисене татса паракан командирсен доклачӗсене ӗнер каҫа юлса итленӗ, пӗлтернӗ Кремль пресс-службинче.

"Хура Тинӗс флочӗн тинӗс пехотин 810-мӗш бригадин командирӗ, Лӑпкӑ Океан флочӗн тинӗс пехотин 155-мӗш бригадин командирӗ, 11-мӗш десант-штурмлакан уйрӑм бригада командирӗ, 56-мӗш десант-штурмлакан полк командирӗ тата 51-мӗш парашютлӑ десант полкӗн командирӗ Верховнӑй Главнокомандующине ҫапӑҫу линийӗнчи лару-тӑру ҫинчен пӗлтернĕ", – тенӗ Кремль сайчӗ ҫинче.

Унсӑр пуҫне Раҫҫей лидерӗ РФ уйрӑм ушкӑнсен яваплӑхне аталантарас енӗпе сӗнӳсене итленӗ. Путин тата Оборона министерствин команднӑй пункчӗсенчен пӗринче ҫарсен пӗрлешӳллӗ группировкине ертсе пыракансемпе тӗл пулнă.  

Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/74926/photos/77901

https://radiosputnik.ru/20240825/putin-1968362576.html

материалĕсем тӑрӑх.  

Путин РФ Украинӑпа чикки патӗнче ҫапӑҫакан командирсен доклачӗсене итленĕ
Путин РФ Украинӑпа чикки патӗнче ҫапӑҫакан командирсен доклачӗсене итленĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: