Пушкӑрт Сывлăх сыхлав министерствинче республикӑра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли медицина реабилитацийӗ йӗркелени ҫинчен каласа панă.
Пӗрремӗш тапхӑрта реабилитаци травматологи уйрӑмӗсенче, регионти тата пуçламăш юн тымар центрӗсенче, ҫавӑн пекех вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнче, кардиологи тата онкологи диспансерӗсенче иртет. Иккӗмӗш тапхӑра стационарлӑ условисенче ирттереҫҫӗ, виҫҫӗмӗшне кӑнтӑрлахи стационар условийӗсенче, амбулаторире е санаторипе курорт организацийӗсенче пурнӑҫлаҫҫӗ.
2023 ҫулта кӑна ултӑ медицина организацийӗнче реабилитаци ирттерме 191 оборудовани единици лартнӑ, кӑҫал ҫичӗ медицина учрежденийӗнче оборудовани 198 единици кӗрет, ҫитес ҫул вунă медицина учрежденине оборудованилеме палӑртнӑ, 2026 ҫулта тата вунпӗрĕшне. Ку ӗҫе «Оптимальная для восстановления здоровья медицинская реабилитация» программа шайӗнче пурнӑҫлаҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Альберт Загиров.