"Фронтшӑн, пирӗн воинсемшӗн эпир яланах ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл, вӗсен тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисемшӗн тӗрек пулса тӑратпӑр. Ҫак ҫул-йĕре пирӗн тӗп вӑйсемпе ресурссене яратпăр".
(Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунăранпа 79 ҫул тултарнине халалланӑ чаплӑ пухура 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Радий Хабиров тухса каланинчен.)
Пушкӑртстанран черетлӗ пурлăх пулӑшăвĕ тата мораль тӗлӗшӗнчен пулӑшӑва ентешсем — ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем илнӗ.
Августӑн 14-мӗшӗнче Уфара черетлӗ 130-мĕш гуманитари конвойне Донбаса ӑсатнӑ. Çăка вӑхӑтлӑха "Единая Россия" партин генсовет секретарӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан, РФ президенчӗн Урал федерацийӗн округӗнче полномочиллӗ представителӗ тата Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хутшӑннӑ. Ҫар служащисене тата инкеке лекнисене валли пулăшăва патшалӑх ор-ганӗсем, общество организацийӗсем, республикӑри районсемпе хула администрацийӗсем, ҫавӑн пекех сÿрĕк мар кăмăллă граждансем йӗркеленӗ. Ятарлă çар операци иртекен зонӑна каякан ушкӑна 17 автомобиль пиломатериалсемпе, мобильлĕ мунчасемпе, рацисемпе, генераторсемпе, маскировка сеткисемпе, "рабица" сеткипе, кублă емкостьсемпе, автомобильсем валли запас пайĕсемпе, огнетушительсемпе, рюкзаксемпе, тумтирсемпе, бутилизациленӗ шывпа, харпӑр хăй валли хатӗрсемпе, апат-ҫимӗҫпе, медицина оборудованийӗпе, медикаментсемпе, ҫавӑн пекех тӑванӗсенчен ҫырусемпе тата посылкӑсемпе кайнă. Черетлĕ гумконвойа Пишпÿлек районӗнчи пӗр ушкӑн та хутшăннă. Эпир унта хутшăнакансемпе çитес çĕре çитсе, япаласене çитерсе, унтан пӗчӗк тӑван ҫӗршыва таврăннă хыҫҫӑн тĕл пултăмăр.
Алексей Макаров тата Андрей Михайлов:
— Пирӗн çитес вырӑн Луганск Халӑх Республики пулса тăчĕ. Унта эпир Пишпÿлек районӗнчи доброволецсемпе тата контрактниксемпе тӗл пултӑмӑр. Пирӗн "Кенгер" позывнойлă ентешсенчен пӗри, боецсен шухӑш-кӑмӑлӗпе кӑмӑл-туйӑмӗ ҫинчен каласа пачӗ. Эпир районти ҫӗнӗ хыпарсем ҫинчен каласа патăмăр. Илсе килнӗ çăкпа ятран янӑ посылкӑсем, тӑвансемпе ачасем ҫырнӑ ҫырусем пирӗн арçынсене савӑнтармасӑр тӑма пултараймарӗҫ. Район администрацийӗ хатӗрленӗ "буханка" автомобиле салтаксем пысӑк тав туса йышӑнчӗҫ. Пире вӗсем боевой трофейсем — каска, Украина подполковникĕн погонӗсем, пульӑсемпе снаряд гильзисем, мина хӳрисем, украина салтакӗсен икӗ ҫар билечӗ, чӗн бляшка, патрон лентисем хумалли коробка тата ытти те пачӗҫ, ҫаксене пурне те пирӗн районти историпе этнографи музейӗнче тăратаççĕ.
Ҫак ҫулҫӳревре пулса иртнӗ тепӗр кӑмӑллӑ самант ҫинчен асăнас килет: эпир килни ҫинчен пирӗн ентеш грейдерист Ильдар Хуснуллин пӗлнӗ, вӑл Пишпÿлек техникипе икӗ ҫул хушши унта ҫул тӑвать. Эпир унпа, паллах, тӗл пултӑмӑр та калаҫрӑмӑр.
Вадим Булатов тата Александр Семенов:
— Эпир урӑх еннелле кайрӑмӑр, шӑпах Запорожьене, пирӗн мобилизациленӗ ентешсем ҫар службине илсе пынӑ çӗре. Эпир «Шрам», «Сорока», «Батя», «Партизан» позывнойлă тата службӑран пушӑ вӑхӑтра курма пултарнӑ ытти боецсемпе тĕл пултăмăр. МВД ветеранӗсем янӑ УАЗ автомобиль валли двигателе, ятпа янӑ посылкӑсене, масксеткăсене тата ытти кирлӗ япаласене патăмăр. Салтаксем Тӑван çӗршыва хӗрӳллӗ салам каласа ячĕç, киле чӗрĕ-сывӑ ҫӗнтерӳпе ҫеҫ таврӑнма пулчӗҫ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкĕсем: Вадим Булатовăн архивӗнчен.