Сентябрӗн 1-мӗшӗнче, Мелевĕçпуçĕнче ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуçне хунă боецсен ячĕпе часовня уҫнӑ. Часовня Георгий Победоносец ячӗллĕ пулать.
Часовня тӑвас ӗҫе йĕркелекен тата тӗп спонсорĕ Михайловкӑра пурӑнакан Василий Николаевич Добрейкин, Мелевĕспуçĕнче çуралнăскер. 2013 ҫулта вӑл Уфа кĕпернинчи Пелепей уесӗнчи Пелепей вулӑсӗнчи Менеузбашевский вулӑс старшини Данила Михайлович Добрейкин ӑрӑвӗн никӗсне хывакан вырăна тара илнӗ. Ун чухне çав вырăнта часовня тума палӑртнӑ. 2020 ҫулта йăх никĕсĕ вырӑнĕнче пӗрремӗш ҫурт йӗркеленнӗ, территорие хӑтлӑх кӗртме пуҫланӑ. Кӑҫалхи январь вӗҫӗнче Добрейкинсем Алексей кӗрӳшне — Тӑван çӗршывӑн чӑн-чӑн патриотне, ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуçне хунă ҫынна — юлашки ҫула ӑсатнă. Алексей ячӗпе тата çак ялти ятарлă ҫар операцийӗнче пуçне хунă боецсене чысласа, сӑрт ҫинче, Менеуз шывӗ хӗрринчи илемлӗ вырӑнта, Василий Николаевич часовня лартнă.
Паллă культура сооруженине уҫнӑ мероприятие Мелевĕспуç, Михайловка тата районти халӑх пурӑнакан ытти вырӑнсенче пурӑнакансем хутшӑннӑ. Тӑван çӗршывшӑн хӑйсен пурнӑҫне панӑ воинсене асӑнса туса лартнӑ культура сооруженине ҫутатасси Салават тата Кумертау владыки Николай епископ пилленипе иртнӗ.
— Пушкӑрт Республикин историйӗнче эпир пӗрремӗш хут Алексей воина ҫеҫ мар, вӑрҫӑ хирӗнчи мӗнпур ҫулпуҫсемпе воинсене, тӗншӗн тата Тӑван çӗршывшӑн ятарлӑ çар операцийӗнче хӑйсен пурнӑҫне панӑ ҫынсене халалланӑ часовня уҫатпӑр та тасалӑх тивлечӗ кӳретпӗр. Пирӗн пурин те пуҫ тӑрринче мирлӗ тӳпе сунас килет, вӑрҫӑ нихҫан та ан пултӑр, — уйрӑммӑн палӑртрӗ Николай епископ.
Мероприятие хутшӑнакансене саламлӑ сӑмах район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов каларĕ. Вӑл паян Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакансен мӑнукӗсем фашизмпа кӗрешнине палӑртрĕ:
— Паян ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан çынсене пуҫ таятӑп. Вӗсене ҫӗнтерӳпе часрах киле таврӑнасса кӗтетпӗр!
Артур Мухлисович пурнăçне панă ентешсене ӗмӗр-ӗмӗрех асра тытас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Василий Добрейкина Тав ҫырӑвӗ панă.
— Пирӗн воинсем чи хаклине — пирĕншĕн, Раççейĕн пуласлӑхӗшӗн хӑйсен пурнӑҫне панӑ. Ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав, ӗмӗр-ӗмӗр астăвăм! Ан тив, пирӗн ачасем, мӑнуксемпе мӑнуксен ачисем вӗсене нихҫан та манччӑр. Часах кунта пирӗн ял тӑрӑхӗнчи вилнӗ боецсен сӑнӳкерчӗкӗсемпе гранит плитасем пулаҫҫӗ, — тенӗ Василий Николаевич.
Таврара чан сасси янӑраса кайсан, мероприятие хутшӑнакансем тÿпере икӗ пысӑк ҫунат евӗрлӗ пӗлӗт формине сӑнарĕç. Ангел-управҫӑ паллӑ панӑ пек.
Пирӗн геройсен паттӑрлӑхне асра тытни ҫӗршыври кашни ҫын чӗринче ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнӗ. Кунта килес текенсем кирек кам та вӗсен ятне асӑнма пултараҫҫӗ.
Ирина ФОМИНА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Ирина Фомина.