Ситекри "Шаман" хӑйӗн çарти юлташӗсем патне каллех ҫар службине кайма хатӗрленет.
Паян районти халӑх пурӑнакан чылай вырӑнсенчен пирӗн ентешсем Украинӑри ҫар операцийӗн зонинче мобилизаципе контракт службипе хутшӑнаҫҫӗ. Ситекрен кăна вунӑ ҫын ытла хутшӑнать. Эпир вӗсенчен пӗрне, сентябрь кунӗсенче тӑван килӗнче кӗске вӑхӑтлӑх отпускра тата аманнӑ хыҫҫӑн реабилитаци иртекенпе, тӗл пулма пултартӑмӑр.
— Иртнӗ 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче РФ Оборона министерствипе контракт ҫине алӑ пусрӑм, — тет гостинӑйӑн шалти пайӗсене, кухньӑна тата ял хӗрринчи пысӑк ҫуртӑн ӑшӑ санузелне тӗпрен юсас ыйтусемпе аппаланакан арçын. — Полкри тата хӗҫпӑшал енӗпе ӗҫлекен юлташсем патне каяс умӗн ҫемьешӗн тата килте мӗн те пулин усӑллӑ ӗҫ тӑвас килет. Мӑшӑрпа иккӗн пурӑнатпӑр. Ачасем ӳссе уйрӑм пурӑнаҫҫӗ. Хӗрпе ывӑл пире ултӑ мӑнук парнелерӗҫ. Строительство материалне пӗтӗмпех илнӗ ӗнтӗ. Мастерсем ак-ак килмелле, вӗсем эпӗ тухса кайиччен пĕтĕм ĕçе вӗҫлеме сӑмах пачĕç. Эпӗ поезд ҫине билет илтӗм. Часах хамӑн ҫар чаҫӗнче пулатӑп.
Ҫар службине тата паттӑрлӑх шкулне совет çарӗнче, Украинӑри Кировоград хулинче иртнĕ 55 ҫулти контрактник. Ҫар хыҫҫӑн авланнӑ та ҫемйипе Подмосковьене пурӑнма кайнӑ, анчах кайран пӗчӗк тӑван ҫӗршывне таврăннă. "Россия" тăван колхозра механизаторта ӗҫлеме пуҫланӑ, унтан водитель пулнӑ. Колхоз стройӗ арканнӑ хыҫҫӑн ҫурҫӗре ӗҫлеме кайнӑ, унта вӑл икӗ теҫетке ҫула яхӑн ӗҫленӗ.
— Пире 2023 ҫулхи кӗркунне республикӑран Шаймуратов батальонне 25 ҫын чӗнсе илчӗҫ, — тет малалла "Шаман". — Передовойне октябрӗн 24-мӗшӗнче çитрĕмĕр. Тепӗр кунне мана хулпуҫҫинчен амантрĕç. Хама мӗнле амантнине те сисмерӗм, анчах ҫапӑҫу хирӗнчен хам урасемпе тухрӑм. Юн ҫухатнипе кӑштах сулӑнкалатчӗ. Врачсем мана хӑвӑрт сапларӗҫ, осколока кăларса илме шутламарӗҫ, мӗншӗн тесен кӑткӑс операци тумалла. Ӑна хирти условисенче тӑваймӑн. Осколок ку таранччен те хулпуҫҫи ҫинче, анчах алла хускатма ытлашши кансӗрлемест. Тепӗр икӗ кунран каллех строй службине хатӗрччĕ. Анчах аманнă хыççăн мана связист-такелажник туса куҫарчӗҫ. Эпӗ боеприпассем турттарса килнӗшӗн, аккумуляторсене авӑрланӑшӑн яваплăччĕ, салтаксемпе офицерсем валли куҫа курӑнман плащсем хатӗрлеме тытӑнтӑм, вӗсене ҫӗрлехи вӑхӑтра тепловизорсем курмаççĕ, паллах, апат-ҫимӗҫе вӑхӑтра турттарса килнӗшӗн, бутилизациленӗ ӗҫмелли шыв турттарнăшăн т.ыт. те. Манпа пӗрле Михайловкӑран "Зуб" позывнойлă ман ентеш пӗрле ӗҫлет. Вӑл та нумай пулмасть отпуска килнӗччӗ. Эпир унпа тĕл пулса калаçрăмăр, килти условисенче, блиндажра та, инҫетри ют ҫӗршывра та мар, тӑван ҫӗрте.
Апрелӗн 25-мӗшӗнче "Шамана" каллех амантнӑ: унӑн хырӑмне осколок лекнĕ, пӗверне амантнӑ. Ҫапӑҫу хирӗнчен ӑна "Ямал" позывнойлă ҫар тусӗ хăйĕн çинче йăтса тухнӑ. Вертолетпа ытти аманнисемпе пӗрле Ростова ҫар госпитальне илсе ҫитернĕ. Икӗ кӑткӑс операци тунӑ. Унтан ӑна Бурденко ячӗллĕ Мускав госпиталӗн хирурги пайĕнче пурнӑҫа ҫӗнӗрен тавӑрнă.
— Хальхи вӑхӑтра хама аван туятӑп. Эпӗ врачсене тата ытларах хамӑн юратнӑ мӑшӑра пула ура çине тăтăм. Вăл мана ӗненӳпе юратупа ҫӑлса хӑварчӗ, — тет, паттӑрлӑхпа çирĕплĕхшен икӗ медальпе наградăланă "Шаман". — Ку канни вӑрӑм та усӑллӑ пулчӗ. Июньте эпӗ ҫемьесемпе Адлера канма та кайса килме пултартӑм. Хӑш чухне пуҫа пурнӑҫ ҫинчен тӗрлӗ шухӑшсем пырса кӗреҫҫӗ: ҫурҫӗрте мӗн начарччӗ-им? Лайӑх ӗҫлесе илнӗ вӗт! Мӗншӗн ҫапӑҫма кайнӑ? Халӗ манӑн хурав пӗр пӗлтерӗшлӗ: манӑн унта пулмаллах. "Ямал" тусӑмӑн шӑпине пӑрахма пултараймастӑп эпӗ, вӑл мана хӑй çинче вутлӑ мясорубкӑран туртса кӑларчӗ. Эпӗ килте хаски йӑхӗллĕ йытӑ ҫури туянтӑм, ӑна хамӑн тусӑм Ямал тесе ят патӑм. Кирек мӗнле вӑрҫӑра та чи малтан вут-ҫулӑм витӗр, йывӑрлӑхсемпе тамӑк витӗр тухнӑ лайӑх перекен салтаксем кирлӗ. Ҫӗнтерӳ нихҫан та ҫӑмӑл та илемлӗ пулмасть.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.
Ҫар службине контракт тăвас тесен:
Контракт службине каяс текенсем валли сывлӑх тата ҫулӗсем енӗпе виҫӗ требовани юлаҫҫӗ. Ҫапла вара контракта уҫма кандидат 18 ҫултан пуҫласа 65 ҫула ҫитиччен пулмалла. Сывлӑх шайĕ ҫинчен тата кирлӗ документсене йӗркелесе ҫитересси ҫинчен ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн кандидат ҫар службине суйлав пунктне, унтан боевой слаживани иртекен ҫӗре каять.
Аса илтеретпӗр, августӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Пишпÿлек районӗнчен контракт тунӑ чухне пӗр хутчен паракан тӳлев 900 пин тенкӗ шутланать, зонӑра уйӑхсерен паракан ӗҫ укҫи 210 пин тенкӗпе танлашать. Зонӑра пулнӑшӑн тата боевой ҫитӗнӳсемшӗн хавхалантарнӑшӑн хушма укҫа-тенкӗ тӳлевӗсене те пӑхса хӑварнӑ. Контракт вӗҫленнӗ хыҫҫӑн СВОна хутшӑнакансем ҫапӑҫу ветеранӗн статусне илеççĕ.