Çутă çул
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
13 Сентябрӗн , 12:09

Путин Оборона министерствин клиникинче РФ геройӗпе Данилов подполковникпа тӗл пулнă

#владимирпутин

Путин Оборона министерствин клиникинче РФ геройӗпе Данилов подполковникпа тӗл пулнă
Путин Оборона министерствин клиникинче РФ геройӗпе Данилов подполковникпа тӗл пулнă
#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин сентябрӗн 12-мӗшӗнче РФ Оборона министерствин нумай профильлӗ клиникинче Курск облаҫӗнчи Малая Локня поселокне хÿтĕлессипе операцие ертсе пыракан Александр Данилов подполковникпа тӗл пулнӑ.
Данилов региона тăшмансем пырса кӗнӗ малтанхи кунсенчех батальон командирӗ пулнӑ. Хÿтĕлев пынӑ вӑхӑтра, августӑн 8-мӗшӗнчен пуҫласа 24-мӗшӗччен, подразделени тӑшманӑн сакӑр разведка ушкӑнне, пехотӑн сакӑр çар машинине тата "Hammer" 15 автомобильне пӗтернĕ. Подполковник 30 ытла ҫар ҫыннине окруженирен илсе тухма пултарнă, унтан вӑл хӑй вырӑнне таврӑннă та тӑшманăн вут-çулăмне хăйĕн çине пеме илнĕ. Ҫавна пула Данилова контузи пулнӑ.
Президент тӑшман салтакӗсенчен хӑшне те пулин тыткӑна илме май килнипе килменнине ыйтса пĕлнĕ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Путин ҫар ҫыннин аллине хыттӑн чӑмӑртанă.
"Оборона министерствин тата Генштаб начальникӗ сире Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ ятне пама тӑратнă<...> Çавăнпа сире ырӑ сунса тав тӑвасшӑн", - палăртнă патшалăх пуҫлӑхӗ.
 
Путин ҫавӑн пекех Данилова сывалса пĕтсен, Генеральнӑй штабăн академине вӗренме яма решени йышӑнни ҫинчен пӗлтернӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/75094/photos/78265
 
 
 
 
Путин Оборона министерствин клиникинче РФ геройӗпе Данилов подполковникпа тӗл пулнă
Путин Оборона министерствин клиникинче РФ геройӗпе Данилов подполковникпа тӗл пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: