+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Кун ҫинчен Пушкӑртстанри Пелепей район администраци пуҫлӑхӗ Азат Сахабиев социаллӑ сетьсенче каласа панӑ.
Пелебей районӗнче ҫуралса ӳснӗ Вадим Гайнуллина нумаях пулмасть II степеньлӗ "Паттӑрлӑхшӑн" медальпе наградӑланӑ. Тивӗҫлӗ Указа Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ. Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче арҫын юлташне ҫӑлса хӑварнӑ, ҫав вӑхӑтрах хăй аманнӑ. Халӗ хÿтĕлевçĕ юсанса реабилитаци иртет. - Тивӗҫлӗ наградӑпа саламлатпӑр! Паттӑрлӑхпа çирĕплĕхшĕн тавтапуҫ! - палӑртнă Азат Сахабиев.