Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
28 Сентябрӗн , 12:31

Геройсене юлашки ҫула ӑсатнӑ

Пирӗн ентешсем Руслан Кузьминпа Петр Иванов Тӑван ҫӗршыв интересӗсене  хÿтĕлесе хӑйсен пурнӑҫӗсене панă, ҫӗнтерӗве пӗр утӑм ҫывхартнӑ.

Геройсене юлашки ҫула ӑсатнӑ
Геройсене юлашки ҫула ӑсатнӑ
Пирӗн ентешсем Руслан Кузьминпа Петр Иванов Тӑван ҫӗршыв интересӗсене  хÿтĕлесе хӑйсен пурнӑҫӗсене панă, ҫӗнтерӗве пӗр утӑм ҫывхартнӑ.
Сентябрӗн 26-мӗшӗнче Ситекре тата Йăлпăлакра СВО зонинче пуçне хунă салтаксемпе сывпуллашнӑ. Çамрӑк та вăйпитти çамрăксем çапӑҫу хирӗсенче тăрса юлсан  амӑшӗсемпе ашшӗсен, нумай тӑванӗсемпе ҫывӑх юлташӗсен, тусӗсемпе юлташӗсен  çĕр çĕклейми хуйхине нимӗнпе те танлаштарма ҫук.
 
Руслан Геннадьевич 1981 ҫулхи сентябрӗн 15-мӗшӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ, Ситекри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта 1-мӗш класран пуҫласа 9-мӗш класчен вӗреннӗ. 2000 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче Пишпÿлекри çар комиссариачĕн чӗнӳ комиссипе РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен ретне чӗнсе илнӗ. Паттӑрлӑх шкулӗ Çурҫӗр Кавказра иртрӗ. 2024 ҫулхи апрель уйӑхӗнче ҫар службине иртме контракт тунӑ. Сентябрӗн 8-мӗшӗнче штурмлакан ротӑри стрелок-радиотелефонист Руслан Кузьмин, ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттермелли çар заданине пурнӑҫласа, ҫар присягине вӗҫне ҫитичченех пӑхӑнса пуçне хунă.
 
Гварди рядовой Петр Иванович Иванов февралӗн 10-мӗшӗнче Йăлпăлакра ҫуралнӑ. 1 - 9 классенче вырӑнти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗреннӗ, унтан Пелепейри механизаци тата электрификаци колледжӗнче механик специальноҫпа диплом илнӗ. 2016 ҫулхи майӑн 29-мӗшӗнче районти чӗнӳ комиссийĕ РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене чӗнсе илнӗ. Ҫар служби хыҫҫӑн тӑван ялне таврӑннӑ. "Октябрь" СПКра, унтан "Ойл-Сервис" АО Октябрьский хулинче, "Роснефтьре" Приютовăра ӗҫленӗ. 2022 ҫулхи сентябрӗн 27-мӗшӗнче ҫар службине уйрӑм мобилизаци шайĕнче чӗнсе илнӗ. Вӑл мотострелковӑй батальонри наводчик пулса çапăçнă. 2024 ҫулхи августӑн 14-мӗшӗнче Никольское ял таврашĕнче (ДНР)  боевой задание пурнӑҫланӑ чухне йывӑр аманнӑ пирки гварди рядовой Петр Иванович Иванов пуçне хунă.
Вилнӗ салтаксен тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене хуйха пайлама Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Артур Амурович Галеев, Пишпÿлек ял совечӗн пуҫлӑхӗ Александр Александрович Семенов тата ыттисем килнĕ.
 
 
Пирӗн ентешсене Руслан Геннадьевич Кузьминпа Петр Иванович Иванова Паттӑрлӑх орденӗпе вилнĕ хыççăн наградӑланӑ. Геройсене ял масарӗсенче виҫӗ хутчен салют парса пытарчӗҫ. Вӗсен паттӑрлӑхӗ, присягăна шанчăклă юлни, ҫар тивӗҫне тивĕçлĕ пурнăçлани — паттӑрлӑхӑн чи лайӑх тӗслӗхӗ. Геройсене ӗмӗр-ӗмӗрех асра тытатпӑр!
Паттăрсен тăванĕсемпе ҫывӑх ҫыннисене чӗререн хурланнине пĕлтеретпĕр.
 
 
Владимир СМОЛОВ.

 

Геройсене юлашки ҫула ӑсатнӑ
Геройсене юлашки ҫула ӑсатнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: