Çутă çул
+9 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
28 Сентябрӗн , 12:33

Пурнӑҫне тӑнӑҫлӑхшӑн панӑ

Каминкере ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче пуçне хунă контракт службин гварди рядовой Дмитрий Андреевич Николаевпа сывпуллашу церемонийӗ иртрӗ.

Пурнӑҫне тӑнӑҫлӑхшӑн панӑ
Пурнӑҫне тӑнӑҫлӑхшӑн панӑ
Дмитрий Андреевич 1985 ҫулхи февралӗн 24-мӗшӗнче Каминке ялӗнче ҫуралнӑ. 1-мӗшпе 9-мӗш класс таран тӑван ялӑн вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ. Сроклă служба иртмен. Апла пулин те вӑл,  Тӑван çӗршыва хӳтӗлес тесе, кирек мӗнле чӗнӗве те хирӗҫ тӑма хатӗр пулнă. 2023 ҫулхи ноябрӗн 20-мӗшӗнче вăл РФ Оборона министерствипе контракт тума килӗшнӗ. 2024 ҫулхи апрелӗн 16-мӗшӗнче,  ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттермелли зонăра  боевой задание пурнӑҫласа, ҫар присягине вӗҫне ҫитичченех  пӑхӑнса вилнӗ.
 
Дмитрий Андреевич паттӑр, хӑйне хӑй шеллемесӗр, хӑйӗн ҫӗршывне, хӑйӗн ҫар тивӗҫне парӑннӑ ҫын пулнӑ. Вӑл чыспа тивӗҫлӗх ыйтӑвӗсем ҫине чыслăн пӑхнӑ. Ҫак ҫӑмӑл мар вӑхӑтра вӑл айккинче юлма пултарайман, Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме тӑнă.
 
Вилнӗ салтакӑн тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене хуйха пайлама Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Артур Амурович Галеев, Каминке ял совечӗн пуҫлӑхӗ Ирина Павловна Шишкина килнĕ.
 
Дмитрий Андреевич — хӑйӗн ҫӗршывӗпе кӗҫӗн тӑван ҫӗршывӗн тивӗҫлӗ ывӑлӗ, чӑн-чӑн герой пек вилнӗ. Вӑл хӑйӗн ҫар тивӗҫне чыслӑ пурнӑҫланӑ, ҫамрӑк ӑрушӑн чӑн-чӑн тӗслӗх пулса тӑнӑ. Вилнӗ геройӑн ҫемйипе ҫывӑх ҫыннисене чӗререн хурланнине пĕлтеретпĕр.
 
Ӗмӗр-ӗмӗр астăвăм, ӗмӗр-ӗмӗр мухтав!
 
Неля САБАХОВА.

 

Пурнӑҫне тӑнӑҫлӑхшӑн панӑ
Пурнӑҫне тӑнӑҫлӑхшӑн панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: