Çутă çул
+9 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
1 Октябрӗн , 12:54

Геройсене ӗмӗр-ӗмӗр мухтав!

Сентябрӗн 29-мӗшӗнче Пишпÿлек районӗ ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуçне хунă икӗ салтака ҫар чысӗпе юлашки ҫула ӑсатрĕ.

Геройсене ӗмӗр-ӗмӗр мухтав!
Геройсене ӗмӗр-ӗмӗр мухтав!

Контракт службин аслӑ прапорщикӗ Сергей Павлович Никифоров, контракт службин гварди рядовойӗ Алексей Владимирович Поляков çар присягине вӗҫне ҫитичченех шанчăклă юлнă. Хӑйсен сывлӑхӗпе пурнӑҫне шеллемесĕр, вӗсем Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме йышӑннă. Ку чӑн-чӑн патриотсен ӗҫӗ. Боецсем хӑйсен гражданла тата ҫар тивӗҫне чыслӑ пурнӑҫланă.

Герой-ентешсене юлашки ҫула ҫар чысӗпе ӑсатма ҫывӑх çыннисем, тӑванĕсем, тусĕсем, ял ҫыннисем, сÿрĕк мар чунлӑ ҫынсем, ҫар тӑванлӑхӗн представителӗсем — пограничниксем, афганецсем, Чечня Республикинчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ ҫынсем килнĕ.

Сергей Никифоров 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ситекпуçĕнче ҫуралнӑ. Тӑван ял шкулӗн 8 класӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Белебей училищине механизатор специальноҫӗпе вӗренме кӗнӗ. Училищӗрен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ялне таврӑннӑ, колхозра ӗҫленӗ. 1980 ҫулта Совет ҫарӗн Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен ретне илнӗ. Ҫар служби хыҫҫӑн каллех тӑван ялне таврӑннӑ, колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. 1984 ҫулта Рыбинск хулинчи прапорщиксен шкулне вӗренме кӗнӗ. Сергей Павлович РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен ретӗнче 25 ҫул службӑра тӑнӑ. 2011 ҫулта пенсие тухнӑ та тӑван ялне килнӗ. 2024 ҫулхи августӑн 10-мӗшӗнче РФ Оборона министерствипе контракт тунӑ. Сергей Павлович хӑйне ҫирӗп тытма тӑрӑшнӑ, кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ лару-тӑрура тĕрĕс решени йышӑнма пултарнӑ. 2024 ҫулхи сентябрӗн 18-мӗшӗнче, Украина территорийӗнче ятарлă ҫар операцийӗ ирттерекен зонăра çар заданине пурнӑҫласа, пуçне хунă.

Алексей Поляков 2004 ҫулхи июнӗн 19-мӗшӗнче Игнашкин ялӗнче ҫуралнӑ. 9 класран Михайловка ялӗнче вӗренсе тухнӑ. Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Белебейри механизаципе электрификаци колледжне вӗренме кӗнӗ. 2024 ҫулхи июльте РФ Оборона министерствипе контракт тӑвасси ҫинчен пӗлтернӗ. Алексей калама ҫук паттӑр та хӑйне хӑй шеллемесӗр кӗрешекен ҫын пулнӑ. Вӑл яланах хӑйӗн тивӗҫне парӑннӑ. 2024 ҫулхи августӑн 10-мӗшӗнче гварди рядовой Алексей Владимирович пуçне хунă. Ятарлă ҫар операцийӗ пыракан зонăра çар заданине пурнӑҫласа вилнӗ. Паттӑрлӑх орденӗпе вилнĕ хыççăн наградӑланӑ.

Пирӗн ентешсем çар присягине вӗҫне ҫитиех пӑхӑнса вилнӗ. Вӗсем пирӗн мирлӗ тӳпене, пирĕн пурнӑҫа хӳтӗленӗ. Ҫӗршывшӑн йывӑр вӑхӑтра вӗсем чӑн-чӑн патриотизмпа гражданла яваплăх кӑтартнӑ.

Юлашки минутченех вӗсем хӑйсен ашшӗ-амăшĕн шанчӑклӑ ывӑлӗсем пулнӑ. Ҫемйисене тата ҫывӑх ҫыннисене чӗререн хурланнине пĕлтеретпĕр. Геройсене ӗмӗр-ӗмӗр астăвăм, ӗмӗр-ӗмӗр мухтав!

Нель САБАХОВА.

Геройсене ӗмӗр-ӗмӗр мухтав!
Геройсене ӗмӗр-ӗмӗр мухтав!
Геройсене ӗмӗр-ӗмӗр мухтав!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: