Гафури районӗнчи ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем ентешсем хатӗрленӗ гуманитари пулӑшӑвне илнӗ, пӗлтерет муниципалитет администрацийӗ.
Ҫар ҫыннисем квадрокоптерсем, генераторсем, медикаментсем, маскировка сеткисем, окоп ҫуртисем, ӑшӑтмалли пушка, апат-ҫимӗҫ тата ытти япаласем илнĕ. Кунсӑр пуҫне, боецсем хӑйсен ятлă посылкисемпе ача-пӑча ҫырӑвӗсене илсе савӑннă.
Гуманитари çăкне пухас ӗҫре предпринимательсем, врачсем, полицейскисем, ветстанци, предприятисемпе организацисен коллективӗсем, волонтерсен пӗрлешӗвӗсем тата сÿрĕк мар кăмăллă ҫынсем пулӑшнă.
Сăнÿкерчĕкĕ: Гафури район администрацийӗн telegram-каналӗ.