Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
4 Октябрӗн , 15:14

Пушкӑртри ҫамрӑк шахматистка приз укҫине СВОна панӑ

Пушкӑртри ҫамрӑк шахматистка ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене хӑйӗн приз укҫине панӑ.

Пушкӑртри ҫамрӑк шахматистка приз укҫине СВОна панӑ
Пушкӑртри ҫамрӑк шахматистка приз укҫине СВОна панӑ
Пушкӑртри ҫамрӑк шахматистка ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене хӑйӗн приз укҫине панӑ. Спортсменка патриотла ӗҫ туни ҫинчен Туймазă район администрацийӗ пӗлтернӗ.
 
Хӗрачана Алиса тесе чӗнеҫҫӗ. Вӑл Туймазăри спорт шкулӗнче тӑваттӑмӗш ҫул шахматпа киленет, муниципалитетпа республика ӑмӑртӑвӗсенче ӑнӑҫлӑ вылять.
 
Кӑҫал ҫуркунне, Алиса хӗрачасем хушшинче район первенствин ҫӗнтерӳҫи пулса тӑрсан, соцсетьре ҫар ҫыннисем валли укҫа пухасси ҫинчен пӗлтерӳ вуланă та радиоэлектронлӑ кӗрешӳ системине туянма хӑйӗн приз укçине пама шутланă.
 
Августра шахматистка Пушкӑрт первенствинче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннă та ҫар служащийӗсем валли скотч туянакан волонтерсене каллех укҫа-тенкӗ парнин пысӑк пайне панă.
 
"Алиса боецсене, "Маскита" клуб доброволецӗсене маскировка сеткисем тума, гуманитари пулӑшӑвне пуҫтарма, ҫумӑр тумтирӗсем ҫӗлеме пулӑшакан амӑшӗпе пĕрле пулӑшать. Эпир Алисӑпа унӑн амӑшне сÿрĕк мар кăмăллă пулнӑшӑн тав тӑватпӑр", - пӗлтернĕ муниципалитетра.
Сăнÿкерчĕкĕ: Туймазă район администрацин telegram-каналӗ.
 
 
 
 
 
 
Пушкӑртри ҫамрӑк шахматистка приз укҫине СВОна панӑ
Пушкӑртри ҫамрӑк шахматистка приз укҫине СВОна панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: