Пушкӑртстан Патшалӑх Пухӑвӗн – Курултайăн депутачӗсем СВО ҫыннисем валли черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗн партине янӑ. Ӑна Республика кунӗ Патшалӑх Пухӑвӗн ҫурчӗ умӗнчен ӑсатнă.
– Ку хутӗнче юлашки ӑрури ҫыхӑну системине депутатсем туяннӑ, - каласа панă Константин Толкачев. – Ҫак оборудование радиоэлектронлӑ кӗрешӳ, пилотсăр аппаратсен, рацисен тата ҫыхӑну хатӗрӗсен пӗтӗм комплексӗн тытӑмӗсем йӗркеленӗҫ. Хӑйӗн характеристикисемпе пултарулӑхӗсем тӑрӑх, вӑл пӗтӗм батальоншӑн ҫыхӑну кирлине пӗтӗмӗшпех хупласа хурать, пирӗн нумай салтаксен пурнӑҫне сыхласа хӑварма май парать.
Çăк Пушкӑртстанри мобилизациленӗ ҫынсенчен тӑракан подразделение Запорожье облаҫне каять.
– Коммуникацие эпир хамӑр ентешсем службӑра тӑракан пур подразделенисемпе те ӗҫре пулӑшатпӑр, вӗсен ыйтӑвӗсене яланах татса паратпӑр, - каласа панă Константин Толкачев. – Депутатсем 50 миллиона яхӑн тенкӗ пухнӑ ӗнтӗ, СВО валли фронтра чи кирлине туянаҫҫӗ. Çăка боецсемпе ҫар подразделенийӗсен командирӗсем ыйтнипе йӗркелеҫҫӗ.