Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Ятарлă çар операцийĕ
15 Октябрӗн 2024, 16:25

Пушкӑртра халӗ талӑк хушшинче "пӗр чӳрече" йӗркепе контракт тума пулать

Уфара граждансене "Защитник" пӗр чӳрече режимӗпе ҫар службине контрактпа илмелли пункт ӗҫлеме тытăннă.

Пушкӑртра халӗ талӑк хушшинче "пӗр чӳрече" йӗркепе контракт тума пулать
Пушкӑртра халӗ талӑк хушшинче "пӗр чӳрече" йӗркепе контракт тума пулать
Уфара граждансене "Защитник" пӗр чӳрече режимӗпе ҫар службине контрактпа илмелли пункт ӗҫлеме тытăннă.
Халӗ РФ Оборона министерствипе контракт ҫине алӑ пусас текенсен тӗрлӗ адрессемпе справкӑсем пухса тата медосмотр иртсе ҫӳремелле мар– ҫакна пурне те пӗр вырӑнта тата талӑк хушшинче тума пулать.
 
Пункта "Черемушки" сиплев санаторин базинче (Уфа, Элеваторная урамӗ, 15) уҫнӑ, ку хулана кӑнтӑр енчен, Мелькомбинат районӗнче кӗнĕ çĕрте вырнаçнă. Центра Пушкӑрт е ытти регионсенчи арҫынсем те, пропискӑна пӑхмасӑрах, 18 ҫултан пуҫласа 65 ҫула ҫитиччен, ҫар службине контрактпа каяс текенсем те ыйтма пултараҫҫӗ. Хăйсемпе пӗрле паспорт, ҫар билечӗ, ҫемьери лару-тӑру ҫинчен калакан документсем, вӗренни çинчен документсем, СНИЛСпа ИНН кирлӗ.
 
Центрта военкомат ӗҫченӗсем, врачсем тата банк представителӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Кандидатсем медкомисси май килнӗ таран оперативлӑ иртеççĕ, анализсем параҫҫӗ, документсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, кирлӗ пулсан "Мир" банк карттине илеҫҫӗ, унта пӗр хутчен паракан тӳлевпе ӗҫ укҫи килсе тӑрӗ. Кунтах, ҫӗр каҫма май пултӑр тесе, пурăнмалли номерсем, ҫавӑн пекех виҫӗ хут вӗри апат хатӗрлеççĕ. Ку пулӑшу тӳлевсӗр. Центртан граждансем ҫар командисемпе пӗрле служба вырӑнне каяççĕ.
 
Маларах каласа панӑ тӑрӑх, Уфа Оборона министерствипе контракт тусан пӗр хутчен паракан тӳлев виҫине 300 пинрен пуҫласа 400 пин тенкӗ таран ӳстернӗ. Ҫапла вара ӗҫ укҫине шута илсе пӗтӗмӗшле тӳлевсен сумми 3 825 000 тенкӗ шутланать. Пушкӑртра контракт служби пирки тӗплӗнрех – башбат.рф сайт ҫинче е 7 (347) 218-19-19 телефонпа пĕлме пулать.
 
 

 

Пушкӑртра халӗ талӑк хушшинче "пӗр чӳрече" йӗркепе контракт тума пулать
Пушкӑртра халӗ талӑк хушшинче "пӗр чӳрече" йӗркепе контракт тума пулать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: