Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
15 Октябрӗн , 13:49

Пушкӑртран Курска гуманитари пулӑшӑвӗ ҫитернӗ

Кун ҫинчен Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн администрацийӗн ертӳҫи Максим Забелин социаллӑ сетьсенче каласа панӑ.

Пушкӑртран Курска гуманитари пулӑшӑвӗ ҫитернӗ
Пушкӑртран Курска гуманитари пулӑшӑвӗ ҫитернӗ
Кун ҫинчен Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн администрацийӗн ертӳҫи Максим Забелин социаллӑ сетьсенче каласа панӑ.
Курска Пушкӑртстанран пиллӗкмӗш гуманитари конвойӗ ҫитнӗ, ӑна "Единая Россия" тата "Йешлек Хаус" ҫамрӑксен уҫлӑхӗн лаптӑкӗсенче Волонтерсен Минигали Шаймуратов ячӗллӗ штабӗсем йӗркеленӗ. Пушкӑртстан çыннисем Курск облаҫӗнче пурӑнакансене сезонлӑ тумтирпе атӑ-пушмак, гигиена хатӗрӗсем, вырӑн сармалли хатĕрсемпе эмел ярса панă.
 
- Пӗтӗмӗшле тиев 10 тоннӑпа танлашнӑ! - тенӗ Максим Забелин. - Ку вӑл цифрӑсем ҫеҫ мар - йывӑр вӑхӑтра Курск облаçĕнче пурăнакансем валли ҫав тери кирлӗ пулӑшу. Ҫакӑ вӑл чунлӑ, ырӑ чӗреллӗ пиншер ҫынсен тӳпи.
 
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗн администрацийӗн ертӳҫи республика Курск облаҫӗпе ҫыхӑну тытнине, яланах кирлӗ пулӑшу пама хатӗр пулнине палăртнă.
 
 
 
 
Пушкӑртран Курска гуманитари пулӑшӑвӗ ҫитернӗ
Пушкӑртран Курска гуманитари пулӑшӑвӗ ҫитернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: