Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Ятарлă çар операцийĕ
31 Октябрӗн 2024, 10:21

Геройпа сывпулашнă

Ситекпуçĕнчи гварди рядовой Павел Осипов ҫар тивӗҫне чыслӑ пурнӑҫланӑ.

Геройпа сывпулашнă
Геройпа сывпулашнă

Ситекпуçĕнчи гварди рядовой Павел Осипов ҫар тивӗҫне чыслӑ пурнӑҫланӑ.
Ситекпуçсем хӑйсен ентешне, ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуçне хунă гварди рядовой Павел Михайлович Осипова юлашки ҫула ӑсатнӑ. Павел 1989 ҫулхи ноябрӗн 26-мӗшӗнче Ситекпуçĕнче ҫуралнӑ. 1-мӗшĕнчен пуçласа 6-мӗш класс таран Октябрьскинчи вӑтам шкулта вӗреннӗ. Тӗп пӗлӳ тӑван ял шкулӗнче илнӗ. Унтан Пишпÿлекри ПУ-149 вӗренме кӗнӗ. Тӗрлӗ организацисенче ӗҫленӗ. 2024 ҫулхи июльте РФ Оборона министерствипе контракт тума килӗшнӗ. Вӑл ҫар тивӗҫӗпе чыс ыйтӑвӗсем ҫине тÿрĕ кăмăлтан пӑхнӑ. Хӑй те, хӑйӗн боевой юлташӗсене те пултаруллӑ гвардеец кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ лару-тӑрура йышăнусем йышӑнма тата ӗҫе тума пултарнă. Сентябрӗн 21-мӗшӗнче, Константиновка ялĕ таврашӗнче штурмланӑ чухне, Павел Михайлович Осипов пуçне хунă, вӑл вӗҫне ҫитичченех ҫар присягине ҫирӗп тытса пынă. Ăна Паттӑрлӑх орденӗпе вилнĕ хыççăн наградӑланӑ.
Ялти культура çурчӗ патӗнчи траур митингне геройӑн тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем, ял ҫыннисем, ҫапӑҫу ветеранӗсем, пограничниксем, юнармеецсем, çамрăксен "Вектор" центрĕн волонтерӗсем, Киров ячӗллӗ СПК представителӗсемпе ертӳҫисем, район администрацийӗн, ял совечӗн ертӳҫисем пухӑннă.
Траур митингӗ РФ тата ПР Патшалӑх гимнĕсен кӗввисемпе уҫӑлчĕ. Гварди рядовой Павел Осиповӑн кӗске биографийӗпе пухӑннисене Пишпÿлек районӗнчи ҫар комиссарӗ Салават Абдуллин паллаштарчĕ. Вӑл предпринимательлӗх тата туризм министрӗн заместительне Ильнур Тактаева сӑмах пачĕ, вăл ПР Пуҫлӑхӗн ячӗнчен пуçне хунă салтакăн тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене хурланнине пӗлтернӗ, паттӑр боеца воспитани панӑшӑн тав тунă. Район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов тата Пишпÿлек ял совечӗн пуҫлӑхӗ Александр Семенов тухса каланӑ сӑмахӗсенче тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисен ячĕпе пурне те пулӑшу пама тата пуçне хунă ҫар ҫыннин астăвăмне упраса хӑварма сӑмах панӑ. Траур митингĕ вӗҫленӗ хыҫҫӑн, салтака ял масарне виҫӗ хут ҫар салючӗ парса пытарнă.
Владимир СМОЛОВ.

 

 

Геройпа сывпулашнă
Геройпа сывпулашнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: